Онлайн-конкурсра пенсионерсем те хастарлăх кăтартаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020, 11:37 Просмотров: 592

ÇАК кунсенче пенсионерсем хушшинче компьютерпа ăс-хакăла тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслес тĕллевпе онлайн форматпа Раççей чемпионачĕн регионти Х этапĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Чăваш Республикинчи пенсионерсен обществи, Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕ.

 Дистанци мелĕпе ирттернĕ конкурсра тивĕçлĕ канăва тухнисем пысăк хастарлăх кăтартнă, тĕрлĕ номинаципе задани пурнăçланă. Вăл шутра ыйтусенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнипе çыхăннă тема та пулнă. Республикăран онлайн-конкурса 34 пенсионер хутшăнма кăмăл тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнисем те çак тупăшуран айккинче юлман. Тăватă хастар ăс-хакăл тупăшăвне кăмăлтан хапăлланă. Вĕсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Афанасьев "Начинающий пользователь" номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Николай Семеновича районти пенсионерсен обществин ертỹçи Полина Логунова çак ятпа чун-чĕререн саламлать, малашне те общество пурнăçĕнчи хастарлăха ỹстерсе пыма ăнăçу сунать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика