Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020 11:46 Просмотров: 419

Бюджет мĕнле пурнăçланнă?

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 42-мĕш сессийĕнче вунă ытла ыйту пăхса тухнă. ЧР республика бюджечĕ 2019 çулта мĕнле пурнăçланнă - çакă парламентарисене чи нумай калаçтараканни пулнă. Ку ыйтупа Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илнĕ. Парламентарисем çавăн пекех ЧР Этем прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйăн 2019 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки тунă доклада та итленĕ.

Килĕшỹ тунă

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ЧР Ĕçлев министерствипе "Манăн бизнес" центр çыхăнса ĕçлеме килĕшỹ тунă. Çакă йывăр лару-тăрăва лекнĕ усламçăсене пулăшма май парĕ. "Манăн бизнес" центра "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшасси" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Çакă пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шалуран та сахалрах тупăш илекен граждансемпе çемьесене хăйсен ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе социаллă хỹтĕлев органĕсемпе социаллă контракт тума ирĕк парать. Кун пек чухне предприниматель хăйĕн ĕçне виçĕ çул пурнăçласа пыма пĕр хутчен паракан 250 пин тенке тивĕçет.

Тĕп кăтартусем ỹснĕ

 Чăваш Ен кăçалхи пĕрремĕш кварталти тĕп кăтартусем тăрăх Раççей регионĕсем хушшинче чи лайăх 6 регион йышне кĕнĕ. Кун çинчен РИА-Рейтинг агенство пĕлтернĕ. Мониторинг туса ирттернĕ хушăра промышленность производствин индексне, строительство ĕçĕсен калăпăшĕпе динамикине, ваккăн суту-илỹ çаврăнăшне, халăхăн чăн укçа тупăшне шута илнĕ. Ку критерисем енĕпе çĕршывăн 26 регионĕ ỹсĕм çулĕ çинче пулнине кăтартнă, çав шутрах - пирĕн республика та.

Лагерьсем алăкĕсене уçмĕç

 Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кану лагерĕсем кăçал ачасене çу каçипе те йышăнмĕç. Республика территорийĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче çакăн пек йышăну кăларнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, республикăра COVID-19 инфекциллĕ çынсен йышĕ чакса пыни сисĕнет пулсассăн та чару мерисене сирмелли иккĕмĕш тапхăра кĕме иртерех-ха, çавăнпа лагерьсене ачасене йышăнма чарнă. Çапах ку чару "Лесная сказка" ача-пăча санаторине пырса тивмест, июлĕн 15-мĕшĕ хыççăн санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсене пĕтĕмпех пурнăçласанах, кунта санаторипе курорт сиплевĕ уйрăмах кирлĕ пĕчĕк пациентсене сыватассипе тимлеме пуçлаççĕ.

Юбилее халалласа – открытка

 Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чăваш кĕнеке издательстви "Вместе. Пĕрле" открыткăсен пуххине кăларнă. 24 открыткăра Чăваш Енри хуласемпе районсен илемне кăтартнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6