Вунă çынран документсем йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020, 11:47 Просмотров: 596

Çак кунсенче республикăри Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнакан вуннăмĕш кандидатран документсем йышăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, суйлава пĕр-пĕр партирен мар, хăй тĕллĕн хутшăнать.  Çавăн пекех Юрий Шакеев, Юрий Сидоров, Николай Коклейкин, Андрей Ильдеменов, Роман Васильев та хăйсем тĕллĕн суйлава тухĕç.

"Раççей патриочĕсем" парти Сергей Матвеев, "Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн" партийĕ Николай Степанов, Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ Александр Андреев, Раççейри либерал-демократсен партийĕ Константин Степанов кандидатурисене тăратнă.

 Каласа хăвармалла, пĕр-пĕр партирен мар, хăй тĕллĕн хутшăнакан кандидатсен çынсем шанса алă пусни кирлĕ. Алă пуснисен шучĕ 4632 çынран кая пулмалла мар.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ 2020 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртет.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика