Маттур пулар юрă-ташăра, ырă ята тивĕçер халăхра

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020, 11:50 Просмотров: 584

 Ĕç çынна илем çеç мар, телей те кỹрет. Çĕньялта çуралса ỹснĕ Алина Антонова çулĕпе çамрăк пулин те çакна çирĕппĕн калать. Кăмăлтан пурнăçлакан ĕç çеç хăйĕн "çимĕçне" пама пултарать. Алина Владимировна çакна çамрăк чухнех курса ỹснĕ, çамки çине картса хунă. Мĕншĕн тесен вĕсен ашшĕпе амăшĕ - Раиса Матвеевнăпа Владимир Васильевич - ултă ачишĕн те ырă тĕслĕх, пурнăçри çул маякĕ. Çемье пуçлăхĕ Чăваш Республикин культура тата вĕрентỹ енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçчен. Вăл ертсе пыракан ялти ансамбль Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене сцена çинчен сахал мар савăнтарать. Мăшăрĕ балалайка хĕлĕхĕсене вылянтарма пуçласан вара никам та юрламасăр е ташламасăр чăтаймĕ. Ашшĕпе амăшĕн çак ырă енĕсем пепкисене юнпах куçнă темелле. Вĕсем улттăшĕ те тĕрлĕрен музыка инструменчĕн тыткăнĕнче. Вăл шутра паян Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕнче тăрăшакан Алина Владимировна та.

Районти çамрăк ертỹçĕ çакнашкал яваплă ĕçе "кỹлĕниччен" хăйĕн ăс-хакăлĕпе пултарулăхне тĕрлĕ ĕçре туптанă. Малтанах учитель, педагог-психолог, каярахпа патшалăх тата муниципаллă управленин магистр дипломĕсене алла илнĕ хĕрача кирек мĕнле ĕçре те хăйне шанчăклă тата çирĕп тытнă. Хăйĕн ĕç стажне вăл Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче ачасемпе çамрăксен методистĕнчен пикеннĕ. Ун хыççăн информаципе методика пайĕн заведующийĕ пулма шаннă. Район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕнче çамрăксемпе тимлекен центрне куçарсан Алина Владимировна хастарлăхĕ тата ытларах ỹснĕ. Вăл Юхама Пăла тăрăхĕн яш-кĕрĕмне пĕрлештерекен, кăсăклантаракан мероприятисем йĕркеленĕ, тăтăшах вырăнсене тухса çỹренĕ. Астăватăп, çавăн чухне шăпах пуçласа волонтерсем хăйсен юхăмне йĕркелерĕç. Ун чухне Патăрьелсем тĕрлĕрен фестивальсене, флешмобсене хутшăнса республика шайĕнче ырă ятпа палăрчĕç.

- Чи малтанах эпĕ волонтерсен хастарлăхĕнчен Новосибирск хулине кайсан тĕлĕннĕччĕ. Унта хутшăнма вара республикăра çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем хушшинче "Еще одна ступенька к мастерству" проектпа пĕрремĕш вырăн йышăнса тивĕçрĕм. Çак пысăк хулара çамрăксем хăйсен патне килекен хăнасене поездранах хапăл туса кĕтсе илеççĕ, хулапа, паллă вырăнсемпе паллаштарççĕ, ытти ыйтупа та пулăшма хатĕр. Ваттисене те, çамрăксене те алă тăсса пулăшакан ачасен программи çавăн чухне пуçра тĕвĕленчĕ те. Паян волонтерсен юхăмĕ районта сарăлса пынăшăн савăнатăп. Çак ĕçре хамăн пĕчĕк тивлетĕм пулни те кăмăллă,- каласа парать Алина Владимировна.

2018 çулта ăна контрактпа пĕр çуллăха Çĕньялти вăтам шкул директорĕ пулма шанаççĕ. А. Антонова тăван шкулта питĕ пысăк яваплă ĕçе кỹлĕнет. Çак кĕске вăхăтра пулин те пултаруллă педагог хăйне вĕрентнĕ учительсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, шкулти спорт зала юсама пикенет, ытти ĕçсене те йĕркелет, вĕрентỹпе пĕрлех ачасен творчество пултарулăхне ỹстерессишĕн тăрăшать тата ытти те. Çак тапхăрта квалификацие ỹстерме Чулхулара вырнаçнă РФ Президенчĕ çумĕнчи ял хуçалăх тата патшалăх службин Раççей академийĕнч пĕлỹ пухни те çамрăк ертỹçĕне ĕçре чылай пулăшать.

Алина Владимировна Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн коллективĕпе ĕçлеме пикенни икĕ çул. Творчество коллективĕ пĕчĕк мар: 19 преподаватель, тĕрлĕ профессие алла илме хатĕрленекен 454 вĕренекен. Искусство шкулĕнче пĕтĕмĕшле аталану паракан тата професси илес умĕнхи направленисемпе вĕрентеççĕ. Ачасем тĕп вĕренỹпе пĕрлех баян, аккардеон, гитара, фортепиано, фольклор, дизайн, хор, вокал, ташă тата ытти ушкăнсене çỹресе хăйсен пултарулăхне туптама, çавна май пулас професси çулне уçма пултараççĕ. Структура подразделенийĕсем ялсенче те пур.

Хальхи вăхăтра Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйрăмах талантлă ачасене малалла аталанма кирлĕ услови туса парас пирки чылай калать. Ку тĕлĕшпе пирĕн районти шкулсенче те ачасен творчество пултарулăхне ỹстермелли майсем тусах тăраççĕ. Алина Владимировна çирĕплетнĕ тăрăх, çак тĕллевпех юлашки икĕ çулта 3 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕрен музыка инструменчĕсем туяннă, 150 пин тенкĕлĕх нота кĕнекисене илнĕ тата ытти те. Искусство шкулĕ çĕнĕ вырăна куçса тĕпленсен ку тĕлĕшпе тата ытларах методика пособийĕсене, дизайн, ỹнер искусствине тата ыттине аталантармалли хатĕрсене туянма шутлаççĕ. Ун чухне преподавательсен, ачасен республика, Раççей шайĕнчи конкурссемпе ăмăртусене хутшăнма тата ытларах майсем пулĕç.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика