Кандидатсемпе тĕл пулу иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2020, 11:52 Просмотров: 589

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн кандидачĕсем районсемпе хуласенчи депутатсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç. ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ регион Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсем валли кашни район-хулара çыхăну-хутшăну площадкисем хатĕрленĕ.

Июлĕн 13-мĕшĕнче, графикпа килĕшỹллĕн, кандидатсем Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубатор" çуртĕнче район тата ял тăрăхĕсенчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕç. Мероприятие ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ертсе пычĕ.

Тĕл пулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма документсем тăратнă 10 кандидатран улттăшĕ - Александр Андреев (КПРФ), Константин Степанов (ЛДПР), Николай Степанов ("Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн") партийĕ, Сергей Матвеев ("Раççей патриочĕсем"), Андрей Ильдеменовпа Юрий Шакеев (хăйсем тĕллĕн тăратнă кандидатсем) хутшăнчĕç.

Пухăннисем умĕнче чи малтан калаçаканĕ Александр Андреев пулчĕ. Ăна кандидата КПРФн республикăри организацийĕ тăратнă. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа национальность ыйтăвĕсен комитечĕн ертỹçин çумĕнче тăрăшать. Хăйĕн сăмахĕнче кандидат программи виçĕ пайран - политика, экономика, социаллă ыйтусенчен - тăнине пĕлтерчĕ.

Андрей Ильдеменов биографийĕпе паллаштарнă май çакна палăртрĕ: вăл экономика ăслăхĕсен кандидачĕ, предприниматель. Унăн шучĕпе социаллă проектсене пурнăçа кĕртнипе пĕрлех пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалла, коррупцие хирĕç пыракан кĕрешĕве вăйлатмалла.

 "Раççей патриочĕсем" партин регионти уйрăмĕ тăратнă кандидат Сергей Матвеев республикăри пур çынна пулăшмалли, вĕсен проблемисене тимлĕхсĕр хăвармалла марри унăн позицийĕ пулнине палăртрĕ.

Комсомольски районĕнче çуралнă Николай Степанов "Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн" партин республикăри уйрăмĕн ертỹçинче тăрăшать. Вăл районсемпе хуласен социаллă пурнăçĕпе экономикин аудитне тума сĕнет тата пилĕкçуллăх планĕсем патне таврăнасшăн.

ЧР Патшалăх Канашĕнчи чи çамрăк депутат пулнине палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Константин Степанов. Ăна кандидата ЛДПРтан тăратнă. Вăл администраци пуçлăхĕсене суйлавпа татса памалла тăвасшăн.

Юрий Шакеев обществăлла ĕçсен хастарĕ пулнипе пĕрлех блогер пулнипе те паллă. Вăл влаçа тиркесе тишкересси ырă ен тесе шутлать.

Тĕл пулу вĕçĕнче кандидатсем депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

 А. НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика