Çỹп-çап ыйтăвĕпе проект хатĕрленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2020, 13:15 Просмотров: 568

Ялта çỹп-çап пăрахмалли ятарлă вырăнсем пурри паян никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Вĕсенче икĕ тĕрлĕ контейнер ларать: пĕри - симĕс, тепри - кăвак. Тĕсĕсене ятарласа, халăх пăрахакан çỹп-çапа малашне уйăрас тĕллевпе, уйрăм тунă.

Чăваш Республикин строительство, архитектурăпа коммуналлă хуçалăх министерстви 2017 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 03Ỹ1-03Ỹ886 номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "О внесении изменений в Порядок накопления твердых коммунальных отходов (в том числе их раздельного накопления) на территории Чувашской Республики" саккунăн проектне хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтра ещчĕксене пăрахакан коммуналлă хытă каяшсене вĕсем çĕрнине, утилизацилеме май пуррине шута илсе пăрахмалла пулать.

Проект йĕркине тата çĕнĕ хушăм кĕртнĕ - "Сбор сортированных ТКО в пунктах приема вторичного сырья". Малашне тата усă курма май пур япаласене ятарлă пунктсенче пухмалла. Ку ĕçе регионти коммуналлă хытă каяшсене пухакан оператор та, уйрăм предпринимательсем те, юридика сăпачĕсем те пуçăнма пултараççĕ.

 Çỹп-çап ыйтăвне хускатнă май, çакна та пĕлтерсе хăварас килет: малашне хытă каяшшăн кашни уйăхра ялта пурăнакан пĕр çын пуçне 50 тенкĕ те икĕ пус, хулара 62 тенкĕ те 76 пус тỹлеме тивет.

А. ХАЙБУЛЛОВА, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн специалист-эксперчĕ

Яндекс.Метрика