Антоновсен картишĕ зоопарка аса илтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2020, 11:10 Просмотров: 604

ЧĂВАШ Ишекĕнче пурăнакан Леонид Антоновăн хуçалăхне республикăри МИХ сотрудникĕсем çитсе тĕлĕнмелле çемье хуçи пирки сахал мар материал пичетлесе кăларчĕç. Темиçе çул каялла районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра та ялти картишне пĕчĕк зоопарка çавăрнă хастарпа паллаштарнăччĕ. Унтанпа вăхăт самай иртрĕ пулин те, выльăх-чĕрлĕхпе хур-кайăкăн, кашкăрсен тусĕн хастарлăхĕ çав-çавах чакмасть-ха. Леонид Николаевичăн хуçалăхĕнче паян ĕне, лаша, венгри сыснисемпе пăрусем, хур-кăвакал çеç мар, тĕрлĕ йышши капăр цесаркăсем, илĕртỹллĕ чăхсем, индоуткăсем, телей кайăкĕ - кăвакарчăнсем тата ыттисем те пысăк йышпа пурăнаççĕ. Вĕсене вăл пурне те килтех ĕрчетет. Алла хăнăхтарнă кашкăрсем те Антоновсен çемйин йышĕнчех. Кил хуçи вĕсене кашни кун уçăлма илсе тухать, ирĕкре чуптарать, ятарлă апат çитерет... Урăхла каласан, кун каçа хăйне валли "чун апачĕ" илме (вăл ăна çаплах шутлать) кил хуçин ĕçĕ çителĕклех. Хăй ĕлкĕрейменнине вара мăшăрĕ, пĕрле пурăнакан ывăлĕн çемйи пулăшать.

Яндекс.Метрика