Шкула кайма - пулăшу

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2020, 11:14 Просмотров: 573

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче "Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен" калакан 194-мĕш номерлĕ хушăва алă пуснă.

Асăннă документра палăртнă тăрах, сахал тупăшлă çемьери ачасене шкула кайма кашнин пуçне 5-шер пин тенкĕ памалла. Пулăшу пĕр хутчен пулĕ. Çав йышăнăва коронавирус чирĕпе çыхăннă кăткăс лару-тăрăва кура тунă. Укçа-тенкĕне çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш Чăваш Енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалтарах пулсан çеç парĕç.

Яндекс.Метрика