Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2020, 11:14 Просмотров: 570

Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономине малашне Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ. Çакăн пек йышăну тунă Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче иртнĕ канашлура. Унчченхи председатель Ферит Гибатдинов вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнăран çĕнĕ ертỹçе палăртма тивнĕ. Ильдус Шайдуллин шăпах Ферит Гибатдинов вĕренекенĕ, хальхи вăхăтра Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче тăрăшать.

Асăнса хăвармалла, Чăваш Енре 36 пин тутар пурăнать. Вĕсенчен ытларах пайĕ Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче тĕпленнĕ.

А. ИВАНОВ

Яндекс.Метрика