Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2020, 11:16 Просмотров: 661

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, пĕрлех уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем те севока кăларма пуçларĕç. Сăмах май каласан, çак пахча çимĕçе ял хуçалăх организацийĕсем 445 гектарта çитĕнтернĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Тăватă хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тухнă.

Пĕр çул ỹсекен курăксен анисене "Исток" çĕр ĕç фирминче, И. Шарафутдинов, Л. Семенов, Р. Санзяпов, С. Халитова фермер хуçалăхĕсенче пушатнă. Районĕпе 800 гектар çулнă.

Сенаж 18300 тонна янтăланă. "Красное Знамя", "Труд", "Звезда", Батыревский", "Исток", "Малалла" хуçалăхсенче ешĕл апата хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Утă 9560 тонна (115 процент) пур.

Çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран ял хуçалăх культурисем кирлĕ пек ỹсеймеççĕ. "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" хуçалăхсенче, В. Кузнецов, М. Жукова, С. Перепелкин, А. Краснова, Е. Мартышкин фермерсен хуçалăхĕсенче хăш-пĕр культурăна шăвараççĕ.

Вырма çывхарса пынă май ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем комбайнсене юсассине вĕçлесе пыраççĕ. Çывăх кунсенче вĕсем хире тухаççĕ.

Яндекс.Метрика