Нăрваш Шăхаль çулсерен капăрланать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2020, 11:25 Просмотров: 633

Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Пулевей урамĕнче иртнĕ çул хулари евĕр асфальт çул сарса кунта пурăнакасене пысăк парне кỹчĕç. Тахçантанпа кĕрлĕ-çурлă кĕме-тухма çук вăрăм кас чăнласах та "çутта" тухрĕ. Çулпа пĕрлех кунта утма çул та сарчĕç. Паян çак касра пурăнакансем пĕринчен тепри хăйсен умĕсене тирпейлĕ те таса тытас, çеçкесемпе илемлетес тесе тăрăшаççĕ.

Пĕлтĕр Пулевей урамне асфальт сарнă чухне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин тата ял старости Николай Узалуков çак каспа Апăрша урамĕсем хушшинчи уçланкăна спорт площадки, ачасене савăнмалли кĕтес тăвас пирки калаçу пуçарчĕç. Ырă шухăшпа халăх патне тухрĕç. Пуçару бюджечĕпе пурнăçланă ĕçе пуçласа вĕçне çитерме кăçал нимĕнле чăрмав та пулмарĕ темелле. Паян ача-пăча валли тунă спорт тата кану площадкинче шăпăрлансем выляса савăнаççĕ, аслăраххисем хул-çурăмне тĕреклетеççĕ, турниксем çинче туртăнаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан В. Исакова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх малашне кунта мини-футболла выляма та май пулĕ. Уçланкăна тата ытларах хăтлăх кĕртес тĕллевпе ун йĕри-тавра йывăçсем лартма шутлаççĕ. Çак лапам Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура учителĕ Василий Бородкин пурăнакан çуртран аякра мар вырнаçнăран, педагог-ветеран тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах ачасене май килнĕ таран физкультурăпа спорт енне явăçтарас, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерес тесе тăрăшать. Пĕрлех вĕсен çемйи кунта тирпейшĕн яваплисенчен пĕри пулса тăрать.

Çак ялтах пуçару бюджечĕпе кăçал питĕ кĕске вăхăтра пушар деповĕн çурт тăррине те çĕнетрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Яндекс.Метрика