Суту-илĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.07.2020, 09:01 Просмотров: 526

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир куллен тăрăшса ĕҫленипе эпир лавккасенче тĕрлĕ япала туянма, таварсен питĕ пысăк анлăшĕнче хамăра кирлине тата килĕшекеннине суйласа илме, дистанци мелĕпе саккас панă таварсене килтех туянма пултаратпăр. Эсир _ хăвăр ĕҫĕрĕн чăн профессионалĕсем, пĕр вырăнта тăмастăр, ҫĕнĕ технологисемпе меслетсене алла илетĕр, ҫав шутра Интернет урлă суту-илӳ йĕркелетĕр, клиентсен кăмăлне тĕпе хуракан программăсене ĕҫе кĕртетĕр.

Сире тавар ытларах сутма, ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, телей, сывлăх, тăнăҫлăх тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх

пурнăҫлакан О. НИКОЛАЕВ

Яндекс.Метрика