Техникăпа пĕрлех йĕтемпе кĕлет те хатĕр пулччăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.07.2020, 09:11 Просмотров: 520

Районти уй-хирте тыр-пул анисем ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ылтăн тĕслĕ тулли пучахсем пуç тайнăн авăна-авăна аннă. Унччен вара районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче йĕтемсемпе тырă склачĕсем, вырмана хутшăнакан техника хатĕррине тĕрĕслес тĕллевпе çак эрнере ятарлă комисси çула тухрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов ертсе пырать. Çак ушкăнтах техника юсавлăхне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн, Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" филиалĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн, районти пушар надзорĕн представителĕсем те пур.

Пĕрремĕш кунхинех комисси "Корма" çĕр ĕç фирминче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕнче, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пулчĕç, вырмана хутшăнакан техникăна тĕрĕслерĕç, йĕтемсемпе, складсемпе паллашрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхсем яваплă тапхăра хатĕр. Кадр ыйтăвĕпе йывăрлăх çук.

Графикпа килĕшỹллĕн ĕнер çак тĕллевпе "Сидели" пĕрлешỹре, "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче, Аслă Чемен тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхне кĕрекен хуçалăхсенчи тата фермер хуçалăхĕсенчи машинăпа тракторсен паркĕнче пулса техника хатĕрлĕхне тĕрĕслерĕç, вырмапа çыхăннă ытти ыйтусене мĕнле татса панипе кăсăкланчĕç.

Тунтикун, июлĕн 27-мĕшĕнче комисси ĕçлĕ çул çỹревпе Турхан, Шăхач, Ыхра Çырми, Пикшик ял тăрăхĕсене кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе вырма умĕнхи лару-тăрупа паллашĕ. Тепĕр кунхине вара Алманчă, Кзыл Чишма, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче комисси хăйĕн ĕçне вĕçлĕ, ку тĕлĕшпе пĕтĕмлетỹ тăвĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика