Наука ĕçне явăçса

Категория: Публикации Опубликовано: 24.07.2020, 09:20 Просмотров: 521

Кăçалхи апрель-июнь уйăхĕсенче Чăваш Енре вĕренекен çамрăксен регионсем хушшинчи ХХII "Анлă Атăл çамрăклăхĕ" конференц-фестивалĕ иртрĕ. Унта 340 наука ĕçĕ тăратнă. Вĕсене дистанциллĕ мелпе 168 эксперт тишкернĕ.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчен наука-тĕпчев ĕçне 4 студент явăçрĕ. Вĕсене экспертсем пысăка хурса хакларĕç. Пĕри лауреат ятне тивĕçсе дипломлă пулчĕ.

Наука ĕçĕсене конференци материалĕсен пуххинче пичетлесе кăлараççĕ. "Электроника" секцинче С. Марлынов, В. Пашкин (ертỹçи В. Спинов), "Экологи тата çут çанталăкпа усă курасси" хушма секцинче Р. Ахмедуллина (Н. Захарова) студентсем лауреатсем пулчĕç.

Яндекс.Метрика