ЯЛСЕНЧЕ çĕнĕ йĕркене хăнăхса пыраççĕ, çынсем хуçалăхра пуçтарăнакан кирлĕ мар хытă каяша ятарлă контейнерсене пăрахаççĕ. Анчах та район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн специалист-эксперчĕ А. Хайбуллова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх хăш-пĕр ялта çỹп-çап ещĕкĕ таврашĕнче питĕ йывăр шăршă кĕрет. Кун пирки шăнкăравсем те, çырусем те пулнине пĕлтерчĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем уйрăмах Шăнкăртам ялĕнче тĕл пулаççĕ. Сăлтавĕ - çынсем çỹп-çап контейнерне йĕркене пăхăнмасăр выльăх-чĕрлĕхĕн вар-хырăм каяшне (биоотход) пăрахни. Вăл вара хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра туххăмрах пăсăлма, шăна-пăван пуçтарма пулăшать, таврана ырă мар шăршă сарать. Ăна вара çỹп-çап турттаракансен сортлама, каяшсене контейнертан уйăрса илме тивет. Çавăнпа та кашни çемьен çỹп-çап тăкмалли йĕркепе çыхăннă правилăсене çирĕп пăхăнмалла.
Май 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 |
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |