Юхмапа Пăла тăрăхĕнче каçалăк уçăлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.07.2020, 10:47 Просмотров: 407

 Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче ĕнер вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Каçалăка пуçланă çĕре кунти ĕçченсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов та хутшăнчĕ. Урпа уйне харăсах виçĕ комбайн кĕрсе кайрĕ. Вăл 400 гектар йышăнать.

Çапла вара хресченшĕн питех те яваплă тапхăр - вырма пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕсен халĕ пĕр тĕллев: тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пула çухатусăр, вăхăтра пухса кĕртесси.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика