Çивĕч ыйтусене хускатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 31.07.2020, 17:34 Просмотров: 269

Июлĕн 27-мĕшĕнче республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - финанс пайĕн начальникĕпе Светлана Черновăпа пĕрле Шăмăршă лесничествин Турханкасси участокĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçура экологи тĕлĕшĕнчи çивĕч ыйтусене хускатнă, çỹп-çапшăн тỹлемелли хаксем çинче чарăнса тăнă. 4 районтан пухăнакан (Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел) çỹп-çап полигонĕнчи лару-тăру Юхма Енсене пăшăрхантарнине те палăртнă.

Район халăхне ĕçмелли шыв пахалăхĕ те тивĕçтермест. Канализацие тасатакан сооруженисем кивелсе пыраççĕ. Шыв илекен вырăнсемпе шыв башнисем юсава кĕтеççĕ. "Çаксем пурте кун йĕркинче тăракан ыйтусем, вĕсене район аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ",- тенĕ Светлана Чернова.

Александр Воробьев республикăра 200 ытла шыв башнине (пĕтĕмĕшле 213,7 миллион тенкĕлĕх), çав шутра пирĕн районти 4-шне (2 миллион тенкĕ ытлалăх) çывăх вăхăтра юсама пуçăнассине каланă. Пĕрлех Александр Юрьевич пушар хăрушсăрлăхĕнчен асăрханса вăрмансенче культурăллă-массăллă мероприятисем ирттерессинчен тата транспорт хатĕрĕсемпе унта кĕме тăхтама сĕннĕ.

Çавăн пекех июлĕн 28-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Ведомство министрĕ малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса малашлăх тĕллевсемпе паллашнă, строительство отраслĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Ун хыççăн районти строительство организацийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли комплекслă программăна сỹтсе явнă.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех Александр Героев Патăрьелĕнчи Советсен тата Ленин урамĕсенчи картиш территорисене хăтлăх кĕртнипе паллашнă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика