Волонтер-медиксем ачасене велосипедсем парнеленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 09:56 Просмотров: 1080

 

 ТУРХАНТИ врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пыракан волонтер-медиксен ушкăнĕ ырă та пархатарлă, сăваплă ĕçсене питĕ хастар хутшăнать. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене, ачасене тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ, республикăра, çĕршывра иртекен акцисенчен те айккинче юлмаççĕ. Нумай пулмасть çеç «сывлăх хуралçисен» çамрăк ушкăнĕ #Зеленыйквест акцире хăйсен пуçарулăхĕпе ыр кăмăллăхне тепĕр хут кăтартнă. Чăн малтанах вĕсем тавра ялта пурăнакансенчен пĕр тонна ытла кивĕ хут пуçтарнă. Ăна сутса пухăннă укçипе вара йывăр шăпаллă виçĕ çемьери шăпăрлансене велосипедсем парнеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ волонтерсене çавăншăн чун-чĕререн тав тунă.

Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç вĕсем Аслă Чементе пурăнакан ватă кинемее юбилей ячĕпе кăмака купаласа парне кỹнĕ. «Çынна ырă туни темиçе хутчен ырăпа таврăнать. Пирĕн тĕп тĕллев- хамăр ĕçпе мухтанасси мар, çынсене нумай-нумай ырă тăвасси, вĕсене савăнтарасси, пĕрне-пĕри юратма, хисеплеме вĕрентесси»,- пĕлтерчĕ Анатолий Валентинович хаçат редакцине. 20 çул ытла сывлăх хуралĕнче тăрăшкан ăста тухтăр Турхан таврашĕнчи ялсенче çеç мар, районта та хисеплĕ специалист шутланать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика