Мошенниксен мăшкăлĕ ан пулăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 09:58 Просмотров: 1059

 

 КĔСЬЕ телефонĕн çăмăллăхĕпе усă курса чылай усăллă та ырă ĕç тума пулать. Анчах Интернет тетелĕпе хуçаланакан мошенниксем хăйсем валли услам тумалли çул-йĕрне те тупсах тăраççĕ. Республикăри шалти ĕçсен министерствин хыпарĕ тăрăх, çак кунсенче çеç пĕр арçын ывăлне мобильлĕ банк урлă укçа куçарса парас тĕллевпе хăйĕн «кабинетĕнчен» смс-парольпе кĕрсе укçа яма пикеннĕ. Анчах вăл уçăлман. Çакскер телефонта урăх приложенипе хăйĕн адресне тупнă, вăл уçăлнă хыççăн 200 пин тенкĕ укçа ывăлне куçарнă. Çак адрес суя пулнине, ултавçăсем банк сайчĕн копине çеç лартнине кайран çеç туйса илнĕ. Çавăнпа та çакăн пек пăтăрмахсем ан пулччăр тесен телефон çăмăллăхĕпе банк урлă укçа куçарнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика