Кандидатсене регистрацилесси вĕçленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 09:59 Просмотров: 1120

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсене регистрацилес ĕçе вĕçленĕ. Списокра — 5 кандидат.

Июлĕн 31-мĕшĕнче Тĕп суйлав комиссийĕнче /ТСК/ Олег Николаева кандидат удостоверенине панă. Вăл регистраци процедури урлă чи кайран тухнă: ЧР Пуçлăхне суйланма кандидата хăй тĕллĕн тăнăран ĕç ушкăнĕ ăна ырласа муниципалитетсен депутачĕсем çеç мар, суйлавçăсем алă пуснисене те тĕрĕсленĕ — йĕрки çапла.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Раççей либерал-демократсен партийĕн представительне Константин Степанова та çак кунах кандидат удостоверенине панă. Вăл тата политика партийĕсен тепĕр икĕ представителĕ — Александр Андреев /РФ Коммунистсен партийĕ/, Николай Степанов /«Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ»/ — июлĕн 29-мĕшĕнче регистраци витĕр тухнă. Сергей Матвеев /«Раççей патриочĕсем»/ вара — вĕсенчен пĕр кун маларах. Виççĕшĕ те кандидат удостоверенине регистраци тухнă кунах илнĕ. ТСКн ĕç ушкăнĕ политика партийĕсен представителĕсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупман. Вĕсем пурте муниципалитет «фильтрĕ» витĕр йĕркеллех тухнине палăртнă.

Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн сасăлавĕ виçĕ куна тăсăлĕ: сентябрĕн 11-мĕшĕнче пуçланса сентябрĕн 13-мĕшĕнче каçхине вĕçленĕ.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика