Пĕлỹ çулĕ алăкран шаккать

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 10:03 Просмотров: 1074

 

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шкулсенче 4185 ача парта хушшине ларĕ. Вăл шутран пĕрремĕш хут пĕлỹ çурчĕн алăкне уçакансем - 422ĕн.

Çитĕнекен ăрăва сывлăхлă пăхса ỹстерес, вĕсене пушар хăрушлăхĕнчен сыхлас тата вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлеççĕ-ха? Çак тата ытти ыйтусене тĕпе хурса çулленех вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн ятарлă комисси пĕлỹ учрежденийĕсене тĕрĕслевпе çаврăнать.

Кăçал та çаплах пулчĕ. Первомайски енче вырнаçнă шкулсене пăхса тухнă чухне çак йĕркесен авторĕ те комисси йышĕнче пулчĕ. Районти кашни шкултах пушар сигнализацийĕ пур. Вĕренỹ учрежденийĕсене пушартан хỹтĕленмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Террор хăрушлăхĕнчен полицие васкавлă чĕнмелли кнопкăсем, хỹтĕлев хатĕрĕ, турникетсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ Ахпỹртри тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсемсĕр пуçне ыттисенче видеосăнавсем лартнă.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çурчĕ кивĕ пулнине кура тытса тăма çăмăлах та мар. Çĕнĕ вĕренỹ çулне пĕрремĕш класа 5 ача килмелле. Ыттисенче 30ăн пĕлỹ пухаççĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденине (вăл шкултах вырнаçнă) 16 ача çỹрет. Кунта çитĕнекен ăру валли условисем тивĕçтереççĕ. Рецикуляторсем (сывлăша бактерисенчен тасатаканни) пур, столовăйне юсаса сăн кĕртнĕ. Комисси кунта документаци кирлĕ шайра пулнине палăртрĕ. Ыттисен ку енĕпе шкул администрацийĕнчен тĕслĕх илмелĕх пур. Çỹп-çап ешчĕкĕсем тулнă. Вĕсене март уйăхĕнченпе илсе те тухман-мĕн. Укçине тỹлеççĕ, «Экоцентр» администрацийĕн ку енĕпе пĕтĕмлетỹ тумаллах.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр. Клумбăсенче куçа шартаракан чечексем ỹсеççĕ. Çурт умне брусчатка сарнă. Çак ĕçе пурнăçлама Мускавра пурăнакан А. Ефимов выпускник пулăшу кỹнĕ. Пуçласа шкула, шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне килекенсем валли те тивĕçлĕ услови тума тăрăшнă. Коридорти стенасене, урайне сăрланă. Шкула 8 çĕнĕ компьютерпа тивĕçтернĕ. Медицина, процедура, шăл сиплемелли кабинетсем пур. Вĕсене оборудованисем лартнă. Лайăххи çумне япăххине хушаймăн та. Столовăйĕнчи сĕтел-пукан кăмăллă. Кухньăри савăт-сапа тирпейлĕ. Кăçалхи 10 выпускникран улттăшĕ медале тивĕçнĕ. В. Аблясова вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче 98 балл пухма пултарнă. И. Мазякова И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ конкурсра мала тухса ноутбук çĕнсе илнĕ. Комисси вĕренỹ çулĕ пуçланиччен кĕçĕн классен кабинечĕсене вĕри шывпа тивĕçтерме сĕнсе хăварчĕ.

 Первомайскинчи вăтам шкул коллективĕ вара çу уйăхĕсем иртсе пынине туяйман-ха. Чỹречисене улăштараççĕ пулас тесе (кăçалхи планра çук) пĕр сăрă та лектермен. Вентиляци решеткисене, ăшă системин пăрăхĕсене тасатмашкăн шкул ертỹçи каласса кĕтмелле мар ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, ашшĕсен канашĕ пур. Вĕсемпе сăмах пуçарса кашни класс валли пĕрер банка та пулин сăрă туянма пулатех. Ютран килмеççĕ вĕт вĕренме. Хамăрăн ачасемех çỹреççĕ. Шкулшăн ахаль те тунсăхланă вĕсем. Кабинетсем илĕртỹллĕрех пулни кама савăнтармĕ?

Шкул çумĕнчи ача сачĕ пиркиех çакна калаймăн. Ĕçлесен ĕç пулать. Таса, тирпейлĕ. Вырăн таврашĕсене çĕннисемпе улăштарнă. Каншелĕнчи ача садĕнчи котельнăя сăрласа сăн кĕртнĕ. Çурта вутăпа, çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаççĕ тесе калаймăн та.

Хирти Пикшикри вăтам шкула та палласа илеймĕн. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Тул енчен ăшă тытакан материал хурса сайдинг çапнă. Чỹречисене пластикпа улăштарнă. Кĕрекен алăксене çĕнетнĕ. Урайне сарнă. Душ кабинисем пур. Тĕп юсав ĕçĕсене икĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртнă. Килес çул ăшă системисене, кабинет пỹлĕмĕсен урайĕсене çĕнетесшĕн.

Ача садĕнче те çĕнĕлĕхсем курма пулчĕ. Çурта газпа ăшăтмалла тунă. Чỹречесене пластикпа улăштарнă. Йывăç рамăллă чỹречесен решеткисене сая яман. Кĕрекен çĕре карта тытнă.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне 340 ача килеççĕ. Вĕсенчен 39-шĕ - пĕрремĕш класа. Чылай маларах тунă çурт пĕчĕкрен кунта хушма здани хăпартаççĕ. Вăл 120 ача вырнаçмалăх пулмалла. Пĕрлех спортзал та çĕкленет. Ĕçе строительсем 2021 çулхи август уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Хальлĕхе 78 ачан иккĕмĕш сменăна килмелле пулать. Вĕренỹ çулне хатĕрленнĕ. Çавах хăш-пĕр кабинетри саплăклă линолеумсемех. Спортзала сăрланă. Салтăнса тумланмалли пỹлĕмсем, тренажер залĕ пур.

 Мĕн палăртма пулать-ха пĕтĕмĕшле? Кăтартуллисенчен кăтартуллисем пур. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та пирĕн пек çынсемех ĕçлеççĕ. Сăрлама та, юсама та, çĕнетме те майĕсене тупаççĕ. «Сказка» ача сачĕн тата мĕн пысăкăш çĕр лаптăкĕ. Çапах кашни кĕтесре тирпей хуçаланать. Пĕр-пĕрин илемне курма, ăсталăха вĕренме ыттисен коллективпах килсе курсан та пăсăклă пулмĕ.

Комисси тĕл пулнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулне савăк кăмăлпа пуçăнма ырă сунчĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика