Мăн асатте - мана пурнăç парнелекен

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 10:08 Просмотров: 1071

 

Ку чăнах та çапла. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман пулсан манăн асатте, атте тата 26 тăван çут тĕнче кураймастăмăрччĕ

. Стрелоксен 698-мĕш дивизийĕн хĕрлĕ армеецĕ Дмитрий Михайлович Базманкин вăрçăра виçĕ хутчен аманнă. Малтан, 1943 çулта, чĕркуççи тĕлĕнчен сусăрланнă, 3436 номерлĕ госпитальте сипленнĕ. Иккĕмĕшĕнче тăшманăн пульли куçĕнчен лекнĕ. Ăна вăл хăйех туртса кăларнă та пуçтарса хунă, анчах каярах çухатнă. 1944 çулта мăн асатте пĕç тĕпĕ патĕнчен питĕ йывăр аманнă. Вăл сипленни пирки ятарлă справка та пур.

Мĕтри асатте фашистсемпе 1941 çулта иккĕмĕш пулеметчик пулса çапăçнă. Пĕрремĕшĕ казах пулнă, тет. Казахсен чĕлхи тутарăнне çывăх пулнăран вĕсем иккĕшĕ тутарла тата вырăсла калаçнă. Икĕ салтак çапла фашистсене тĕп тунă. Анчах пĕр çапăçура казах вилмелле аманнă, асатте те йывăр суранланнă.

 Вăрçа мăн асатте утлă çарăн 65-мĕш гварди кавалерисчĕ пулса Кенигсбергра вĕçленĕ. Апрелĕн 9-мĕшĕнче çак хулана ирĕке кăларни 75 çул çитрĕ.

Дмитрий Михайлович Прицвальск хули çывăхĕнче 5 фашиста тĕп тунăшăн «Хăюллăхшăн» медале, Ржев патĕнчи çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав ордена тивĕçнĕ. Эпир унăн наградисене хальхи вăхăтра çемье архивĕнче упратпăр.

Мăн асаттепе пĕр тăван тата тăваттăн пулнă: пĕр хĕр, тăватă ывăл. Унран аслăраххи, Элекçей, 1907 çулта çуралнăскер, 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Вăталăххи, асатте, 1912 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. 1915 çулта çут тĕнчене килнĕ Сантăр летчик пулнă, вăл вăрçă пуçланнă çулах вилнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайиччен мăн асатте авланма та ĕлкĕрнĕ. Фронта кайнă чухне мăшăрĕ, Пелагея Александровна, 8 çулхи тата виçĕ уйăхри ачасемпе тăрса юлнă. Тăшмана çĕнтерсе таврăнсан Д. Базманкинăн 1947 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче тата тепĕр ывăл, манăн асатте - Василий Дмитриевич - çуралнă.

Фашистсене тĕп тума хутшăннă Дмитрий Михайлович 1996 çулта, шăпах Çĕнтерỹ кунĕнче, 84 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Артур БАЗМАНКИН, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика