Десантниксем уявра савăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020 10:11 Просмотров: 964

Сывлăш десант çарĕсен районти ветеранĕсем Патăрьелĕнчи «Пирĕнсĕр никам та» палăк умĕнче хăйсен уявне- десантниксен кунне - паллă тунă. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн ертỹçи Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов саламланă, офицерсен канашĕн районти уйрăмĕн, моряксен, пограничниксен, ытти çар пĕрлешĕвĕсен представителĕсем те саламланă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕн командирне Виктория Ивановăна «Республикăри чи лайăх кадет» медальпе тата дипломпа наградăланă. Çитĕнекен ăру 4-мĕш çул районти десантниксен пĕрлешĕвĕн хỹттинче тăрать.

 Чи хастар десантниксем «ВДВна - 90 çул» юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

 А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4