Тĕп тĕллев - çул çитменнисене йĕркене хăнăхтарасси

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020 10:11 Просмотров: 966

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн çулсеренех çуллахи каникул вăхăтĕнче «Çул çитмен ача» («Подросток») профилактика мероприятийĕ иртет. Кăçал та ăна икĕ тапхăрпа йĕркелерĕç. Пĕрремĕш тапхăрĕ (июлĕн 27 – 31-мĕшĕсенче) вĕçленчĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшне августăн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетмелле

. Хальхи вăхăтра малалла тăсăлакан «Подросток» операцие ирттерсе яма районти шалти ĕçсен пайĕнче ятарлă план çирĕплетнĕ, ĕç ушкăнĕсем туса хунă. Хамăрăн сотрудниксемпе йывăр шăпаллă çемьесенче ытларах пулатпăр, ашшĕ-амăшĕпе, ачисемпе уйрăм калаçу йĕркелетпĕр. Паянхи куна пирĕн патра профилактика учетĕнче çул çитмен 27 ача шутра тăрать. Унсăр пуçне 63 йывăр çемьере 143 ача çитĕнет. Вĕсене кашнине уйрăм тимлĕх уйăрма, преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тăрăшатăр.

 «Подросток» операцин пĕрремĕш тапхăрĕнче виçĕ çын ячĕпе РФ КоАПăн 6.10 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн çул çитмен ачасене эрех ĕçме явăçтарнăшăн протокол çырнă. Обществăлла вырăнта çул çитменнисем ỹсĕр çỹренĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан сăлтавпа _ пилĕк протокол. Юлашки вăхăтра водитель удостоверенийĕсĕр автомашина рулĕ умне ларакан ачасем час-часах тĕл пулаççĕ. Операци вăхăтĕнче те çакăншăн пĕр çынна айăпланă.

 А. НИКИФОРОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4