Пĕлтĕрхинчен тăхăр пепке ытларах çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 10:54 Просмотров: 1088

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ уйăхра специалистсем 116 çырав тунă. Вăл шутра чи кăмăлли тата савăнăçли - çамрăксене çемьене "çĕнĕ кайăк" хутшăннă ятпа саламлани. Июльте мĕн пурĕ çут тĕнчене килнĕ 31 пепкене ят хурса свидетельствăсем панă. Кашни кун пĕрер ача çуралнă темелле. Вĕсенчен пĕрремĕш пепкине алла илнисем тăхăр мăшăр. Вунпĕр мăшăра иккĕмĕш, улттăшне виççĕмĕш ачисем çемьене савăнăç кỹнĕ. Паянхи кун пиллĕкмĕш тата улттăмĕш чун тĕпренчĕкĕсене кун çути паракансем пурри те хавхалантарать. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи июльте иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен тăхăр пепке ытларах çуралнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика