Проект тăвакансемпе тĕл пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 10:59 Просмотров: 1086

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çĕнĕ Ахпỹртри ача садне реконструкци тăвакан проектантсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

 Аса илтеретпĕр, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула 1950 çулта тунă. Йывăçран вăл. Икĕ хутлă. Унти 9 класс-комплектра 72 ача вĕренет. Паянхи кун вĕрентỹ учрежденийĕ ку чухнехи нормăсене тата СанПин, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тивĕçтермест.

 Пĕлỹ çурчĕпе юнашар "Çеçпĕл" ача сачĕ вырнаçнă. 1221 тăваткал метрлă çурт икĕ хутлă, кирпĕчрен. Ăна 1989 çулта тунă. Шăпах çавна 60 ача вĕренмелĕх тата шкул çулне çитменнисен икĕ ушкăнĕ вырнаçмалăх реконструкцилеме май пур. Çурта икĕ пайлă тума пулать. Ун пек чухне садике çỹрекеннисем пĕр алăкран, пуçламăш класра вĕренекеннисем тепринчен кĕрсе çỹреме пултараççĕ. Çавăн пекех спортзал та çĕкленĕ.

"Чăвашпроект" пĕрлешỹпе проектпа смета документацийĕсене хатĕрлессипе килĕшỹ тунă, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика