Кăмăлтан пурнăçлакан ĕç чуна çĕклет

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020 11:03 Просмотров: 1000

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вăл пĕрмай малалла шăвать, улшăнать, çĕнелет, ырă енне туртăнать. Çапла пултăр тесен чăн малтан вăхăт, чăтăмлăх тата çынсем пĕр шухăшлă пулни çеç кирлĕ. Ун пек чухне хамăр пурăнакан урама, тăван яла капăрлатма, хăтлăлатма та çăмăл. Кăмăлтан тата ушкăнпа пурнăçлакан ĕç яланах хисеплĕ, сумлă. Анчах та чи кирли тата пĕлтерĕшли _ патшалăх вăйĕпе е уйрăм хастар тăрăшнипе пурнăçлакан кашни ĕçе çынсем хак пама пĕлни, хута каякан объектсен ĕмĕрне тăсас тĕллевпе вĕсене упрама тăрăшни, хамăрăн культура шайне ỹстерни.

Паян Сăкăтри вăтам шкула хирĕç пĕчĕк кỹлĕ вырăнĕнче кашни кун ĕç шавĕ тăрать. Яла хула хăтлăхĕ кĕртмелли программăпа килĕшỹллĕн кунта кăçал май уйăхĕнче кану паркĕ тăвас тĕллевпе тимлеме пикенчĕç. Объект калăпăшĕ пĕчĕк мар - 5 миллион та 431 пин тенкĕлĕх. Ку таранччен строительсем кỹлĕ çыранĕсен хĕррисене тикĕс- лесе вак чулпа çирĕплетнĕ, утма çулсен вырăнĕсене брусчатка сарма хатĕрленĕ, йĕри-таврашĕнчи çĕр ĕçĕсене пурнăçланă тата ытти те. Пикенсе тăрăшмалли те пайтах-ха. Проектпа килĕшỹллĕн унччен хур-кăвакал ишсе çỹренĕ пĕве таврашĕтепĕр икĕ уйăхран ял çыннишĕн хулари евĕр чăн-чăн кану вырăнĕ пулĕ.

- Ялта пурăнма условисем начар мар. Çынсем çулсеренех кил-çуртне çĕнетеççĕ, хулари евĕр хăтлăх тăваççĕ. Майĕпен урамсем те тирпейленсе, капăрланса пыраççĕ. Уйрăм хастарсем хăйсен вăйĕпе ача-пăчана вылямалли лапамсем тăваççĕ, çурт умĕсене çеçкесем лартса капăрлатаççĕ. Сентябрьте хута яма тĕллев лартнă ял варринчи кану паркĕ Сăкăтра пурăнакан ватти-вĕттине пĕрлештерекен капăр культура объекчĕ шутланĕ. Шанас килет, çамрăксемшĕн, хăнасемшĕн вăл уйрăмах илĕртỹллĕ вырăн пулĕ,- хавхаланса паллаштарчĕ пулас кану паркĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов.

Халăх сурсан "кỹлĕ" çеç те пулмасть...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк юлашки çулсенче тĕпрен юсаманран самай шупкаланнă, кивелнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ăна çитес çул пуçару бюджечĕпе çĕнетме палăртнине пĕлтерчĕ. Ку ыйтупа "пăр" тапраннă темелле. Ĕçĕн смета хакĕ те паллă. 883 пин тенке ларакан юсавăн 70 проценчĕ республика бюджетĕнчен каять, 30-шне вара халăх вăйĕпе саплаштараççĕ. 165 пин тенкине ял-йышран пуçтарнă, 100 пин тенкине "Красное Знамя" (ертỹçи Петр Никифоров) ял хуçалăх производство кооперативĕ парса пулăшать. Сăмах май каласан, ял хуçалăх предприятийĕ районта ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта ăратлă выльăх çитĕнтерес, паха вăрлăх туса илес тĕлĕшпе те кăтартуллă ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх витисем, управсем çĕнелни, пурлăхпа техника бази тĕрекленни, ял халăхĕ валли шанчăклă ĕç пулни те хуçалăх пĕр тикĕс аталаннине çирĕплетет.

Нумай пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Енĕн малашнехи пилĕк çуллăхра комплекслă аталантармалли программипе паллаштарчĕ, муниципалитетсем, вырăнти влаç умне пысăк тĕллевсем лартрĕ. Ку тĕлĕшпе районта инфратытăма лайăхлатмалли проект сахал мар. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕсен те 2025 çулччен яла хăтлăх кĕртес, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, вĕсене ĕçлеме, канма, спортпа туслă пулма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе хатĕрленĕ проектсем пур. Маларах асăннă пысăк ĕçсемсĕр пуçне хăйсен хутлăхне кĕрекен çулсене май пур таран ытларах çĕнетесшĕн. Çитес çул валли Заречная, Садовая урамсене çул сарасшăн. Проекчĕсем хатĕр. Ку тĕлĕшпе кăçал та 5-6 пĕчĕк урамри çулсене вак чулпа тикĕсленĕ.

Ял тăрăхĕнче ытти мĕн пур ыйтупа пĕрлех çынсене культурăллă канма, спортпа кăсăкланма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе те тимлеççĕ. Культура тенĕрен, Сăкăтсенчен ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх илме сăлтавĕ пур. Вĕсен халăх хорĕ районта чи аслисенчен пĕри. Унсăр пуçне В. Кузнецова ертсе пыракан пукане театрĕ те юлашки çулсенче республикăра пысăк хисеп çĕнсе илчĕ. "Ман килес" ятпа йĕркеленĕ çемье ансамблĕ те кашни уяврах (Калькинсем, Нртисем, Ивановсем) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарать. Çавăнпа та культура "вучахĕ" ял çыннисемшĕн пысăк хавхалану пултăр тесе ял тăрăх администрацийĕ Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни яла аталанма пулăшма паракан 100 пин тенкĕ укçана çак отрасль валли уйăрнă, музыка инструменчĕ туянма йышăннă.

Мирун кỹлли- Сăкăтсемшĕн çутă "тĕкĕр"

 Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан уйрăм хастарсем усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пархатарлă ĕç тунине е тимлĕх çитмен вырăнсенче хăйсен яваплăхĕпе канмалли, курса çỹремелли кĕтессем тунине, ял инфратытăмне капăрлатма пулăшнине ырламала çеç. Сăкăта каякан çул хĕрринченех илемлĕн курăнса ларакан Мирун кỹлли - вĕсенчен пĕри. Темиçе çул каялла Казачковсен хастар ачисем çак сарăмсăр вырăна чăн-чăн киленĕçе çавăрнă. Хăйсен вăйĕпе кунта кỹлле тасатса тирпейленĕ, пуссине (темиçе çул каялла çак пусă "Районта чи лайăххи" ята та тивĕçнĕ) юмахри евĕр капăрлатнă, ларса канмалли, кỹлĕ хĕрринче киленсе пулă тытмалли вырăнсем те илĕртỹллĕ. Çавăн пекех кунта йывăçсем те лартнă. Тепĕр темиçе çултан Казачковсем аслашшĕ ячĕпе хисепленекен уçланкăна çамрăк хунавсем тата илем кỹрĕç.

- Мирун кỹлли Сăкăтсемшĕн çеç мар, ытти çынсемшĕн те кану вырăнĕ. Кунта çынсем ĕç хыççăн та, уявсенче те уçăлма килеççĕ. Уçланкăра яланах çирĕп йĕрке, тирпей-илем хуçаланни те кăмăллă, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çутçанталăк тусĕсен ĕçне хак парса.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4