Сывлăха тĕрĕслеттермеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 11:11 Просмотров: 970

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чи хăрушшисем. Вĕсем çулсерен тĕнчери 17,3 миллион çыннăн пурнăçне татаççĕ. Раççейре çак чир пĕрремĕш вырăнта тăрать. Уйрăмах чĕре мышцин инфаркчĕ сиен кỹрет. Хальхи вăхăтра çак чир çамрăксене те тиркемест. 35-50 çулхи арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, чĕре мышцин инфаркчĕпе 50 хут ытларах сиенленеççĕ.

Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен. Йăхран килни, юн пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăк пулни, пирус туртни, ỹт ытларах хушни, сахăр диабечĕ, çуллă апат нумайрах çини, психикăпа эмоци пăлханăвĕсем, ватăлса пыни.

 Чир палăрăмĕсем çаксем: чĕре, сулахай алă, хулпуççи, мăй, кăкăр, хул калакĕсем хушшинчи, йывăр ĕçленĕ хыççăнхи ырату, вăл 10 минутран ытларах тăсăлни, нитроглицерин ĕçнĕ хыççăн та иртменни, ỹт тирĕ кăвакарни, сивĕ тарпа витĕн-ни, тăна çухатни, чĕрен ритмĕ пăсăлни. Диагноза маларах палăртсан сиплеве иртерех пуçлама пулать. Чирлес мар тесен профилактика ĕçĕ вырăнлă. 30-тан иртсен аш-какай, сĕт продукчĕсене сахалрах çимелле. Пулă, пахча-çимĕç, улма-çырла усăллăрах. Тăвар та чĕрепе юн тымарĕсемшĕн тăшман. Алкоголь те сиен кỹретех. Çĕрлехи ыйхăпа кăнтăрлахи кану кирлех. Пăшăрханиччен ытларах савăнма, кулма тăрăшăр.

 Ыратсан врач патне каймаллах. Сывлăха вăхăтран вăхăта тĕрĕслеттерсе тăни вырăнлă. Чир шала кайиччен сиплеме те, сипленме те çăмăлрах.

А. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика