Хумханать тырă пусси

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020, 11:38 Просмотров: 880

Районти хуçалăхсенче кăçал 17860 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Халĕ тыр-пула вырса çапаççĕ, алласа пỹлмене кĕртеççĕ.

Уй-хирте куллен 30 ытла комбайн ĕçлет. Сăмах май çакна палăртса хăварма та кăмăллă: пилĕк хуçалăхра - «Красное Знамя» коллективлă ял хуçалăх предприятийĕнче, «Корма» пĕрлешỹре, С. Халитова, Л. Краснова, Е. Мартышкин хресчен фермер хуçалăхĕсенче - çĕнĕ «уй-хир карапĕсем» туяннă. Патшалăх 40 процентне субсиди парса пулăшни те хавхалантарчĕ вĕсене.

 Çу каçипе йĕркеллĕ çумăр çумарĕ пулин те çĕр ĕçченĕн тăрăшуллă ĕçĕ сая кайман. Тыр-пул анисем пĕр тикĕс çитĕннĕ. Пучахĕсем тулли.

Кзыл Чишмари И. Ямалетдинов хресчен фермер хуçалăхĕн 300 гектар ытла çĕр. Вĕсенче Ильнар Шевкетович хĕвелçаврăнăш, урпа, сĕлĕ çитĕнтернĕ. Комбайн шăпах сĕлĕ ани çинчеччĕ. Штурвал умĕнче ашшĕ - Шевкет Зиатдинович. Тепĕр «уй-хир карапĕпе» Ильнар пиччĕшĕ Ильфак ĕçлет. Тухăçа хурламалла мар. Ямалетдиновсем кашни гектартан 30 центнера яхăн сĕлĕ çапса илеççĕ.

Хĕвел çаврăнăш пуçĕсем пысăках мар. Çавах çакнашкал çитĕннишĕн те хĕпĕртеççĕ.

- Ана çинче çĕр типсе çуркаланнă хушăсене алă туни те кĕрет. Çапах та культура начар мар çитĕнчĕ. Тĕшĕ хытмалăх ăшши те кирлĕ,- тет И. Ямалетдинов.

Кỹршĕллĕ Красномайскинчи «Колос» хуçалăхра та çитĕнет хĕвелçаврăнăшĕ. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен фермер хуçалăхĕн ĕçĕсене пĕр тикĕс тытса пыма тăрăшать Б. Думилин.

 Тетĕшĕпе шăллĕ Романпа Петр Сорокинсем ĕçлеççĕ комбайнсемпе. 90 гектар урпана çапнă. Тухăç кашни гектартан 39 центнер патнелле тухать. Йĕтем çине кĕнĕ тыр-пула тасатса кĕлете кĕртеççĕ.

- Çĕр ĕçĕсене пурнăçлама техника çителĕклĕ пирĕн. Ĕçлекенсем пур. Кăçал пĕрчĕлллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 400 гектар ытла çитĕнтертĕмĕр. Кĕрхисене 200 гектар акса хăварасшăн. Ытларах çĕрпе усă курма та вăй-хăват çитеретпĕрех,- тет хуçалăх ертỹçи Борис Петрович.

 Алманчăри А. Петров хресчен фермер хуçалăхĕнче те анасем пушанаççĕ. Вĕсем 116 гектар урпа çапнă. Халĕ çак лаптăка сухалаççĕ.

 «Звезда» ял хуçалăх кооперативĕ 415 гектар тĕш-тырă çитĕнтернĕ. Вĕсенчен 31 процентне (130) пухса çапнă. Урпа тухăçĕ гектартан 23 центнер кĕрсе пырать. Комбайнсемпе А. Богдановпа Н. Александров ĕçлеççĕ. Çапнă тырра йĕтем çине С. Астраханцев водитель турттарать.

Кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов. Çĕр ĕçченĕсене çитĕннĕ тыр-пула тăкаксăр тата кĕске хушăра пухса кĕртме ăнăçу сунчĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика