Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020, 11:39 Просмотров: 841

Августăн 10-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5210 гектар (30 процент) пухса çапнă. Йĕтеме 16925 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 33 центнерпа танлашать.

 Уй-хирте 35 комбайн ĕçлет. М. Лаврентьева (Сăкăт) хресчен фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. Кунта кашни гектартан 52 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. «Красное Знамя» ял хуçалăх кооперативĕнче, «Корма» çĕр ĕç фирминче, Ф. Чабатов, А. Петров хресчен фермер хуçалăхĕсенче те тĕш-тырă тухăçĕ савăнтарать.

 Кĕрхи культурăсене акма 1960 гектар çĕр хатĕрленĕ. «Звезда», «Хастар» хуçалăхсенче çĕртме сухи тăваççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика