«Юрататăп сана, капитан.

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020 11:48 Просмотров: 793

- Тинех ăнлантăм... Сирĕн хушамат

- Гордеев! - хĕрĕ выртакан кравать çинчен тăрса палатăра каллĕ-маллĕ уткалама пуçларĕ туллирех ỹт-пỹллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм.

- Эсир - Геннадий Витальевичăн ывăлĕ...

- Тĕрĕс.

- Тавах сире, Алексей Геннадьевич, манăн пĕртен-пĕр хĕрĕме вилĕмрен çăлса хăварнăшăн, - тепĕр тенкел илсе, хирургпа юнашар пырса ларчĕ Любăн амăшĕ.

- Ĕç-пуç инкекпе вĕçленнĕ пулсан, эпĕ çакна чăтса ирттерейместĕмччĕ... Кун хыççăн хĕрарăм пĕр чарăнми шăпăр-шăпăр юхакан куççульне сăмса тутрипе шăла-шăла малалла калаçрĕ:

- Геннадийпе Эльза çакăн пек пултаруллă врач-хирург ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн эпĕ савăнатăп кăна.

- Анне, вăл ахаль хирург кăна мар - çар хирургĕ, медицина службин капитанĕ. Паян Алексей çар формине тăхăнман. Ахаль те илемлĕскер, çỹллĕ те яштакаскер, çар офицерĕн тумĕпе вăл тата илĕртỹллĕрех курăнать.

-_ Кун пек те, пăхатăп та, питĕ килĕшỹллĕ те сăпайлă каччă вăл. Каснă-лартнă ашшĕ! Çулсем иртнĕ май, Гена халĕ кăштах улшăннă пулĕ ĕнтĕ.

- Алексейĕн ашшĕ темиçе хут та кĕре-кĕре тухрĕ ман патăма, усăллă канашсем пара-пара хăварчĕ. Анне, Геннадий Витальевич сăнĕпе питех улшăнман, вăл Алексей евĕрлех. Ашшĕпе ывăлĕ те - питĕ кăмăллă çынсем, - сарă çỹçне тирпейленĕ май, ерипен ура çине тăрса чỹрече янахĕ çумне сĕвенчĕ Люба.

-_ Ашшĕне пĕлеттĕм эпĕ, - хаш! сывласа илчĕ Эльвира Сергеевна.

- Лайăх йĕкĕтчĕ. Шел, пĕрле пулаймарăмăр...

 Малалла вара Любăн амăшĕ пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕ, куçĕ умне, кинофильмри кадрсем евĕр, çамрăк чухнехи телейлĕ самантсене кăларчĕ.

- Аннỹ, Эльза, мĕнлерех пурăнать тата? - кăштах лăпланса каччă çинелле тинкерчĕ Эльвира Сергеевна.

- Анне? - пуçне аялалла ланк! усрĕ Алексей. - Анне çук манăн...

- Мĕнле çук?

-Тĕрĕссипе каласан, анне пур-ха. Эпĕ саккăрта чухне вăл Германие экскурсие кайнă пулнă, унтах пурăнма юлнă. Пуян нимĕç арçыннипе çемье çавăрнă...

- Ăнлантăм. «Апла пулсан, эпĕ парнеленĕ сăн ỹкерчĕке Гена халĕ те тирпейлĕ упрать, - мĕлтлетсе илчĕ хĕрарăм пуçĕнче шухăш çиçĕмĕ.

- Ман пирки ывăлне те каласа панă пулмалла. Эппин, вăл мана халичченех асра тытать. Эпĕ те ăна, пĕрремĕш юратăвăмри хаклă çынна, манаймастăп...»

- Эльвира Сергеевна, атте пĕчченех пурăнать, - хĕрарăм аса илỹ çăмхине сỹтсе асапланнине туйса, сăмах хушрĕ Алексей.

- Пĕчченех?.. - шанăç çути йăлтăртатса илчĕ учительницăн кăвак куçĕнче.

-_ Çапла. Атте - хусах арçын, - ура çине тăрса палатăран тухма хатĕрленчĕ çар хирургĕ. Çак вăхăтра палатăна Геннадий Витальевич кĕчĕ те, хăй темле юмах тĕнчине лекнĕ евĕр, тĕлĕннипе малалла пĕр утăм та тăваймарĕ.

- Эльвира?..-_ çăварĕ сасартăк типсе кайнипе аран-аран сăмах пуçарчĕ хирурги уйрăмĕн заведующийĕ.

- Ку _ эпĕ, Эльвира, - тенкел çинчен тăрса арçын аллине кăмăллăн тытрĕ хĕрарăм.

- Сывлăх сунатăп сана, Геннадий.

- Хăвна та сывлăх сунатăп, Эльвира, - хĕрарăм аллине хыттăн чăмăртарĕ арçын. - Сана курма питĕ хавас. Çакнашкал ăста хирург ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн хĕрĕмпе иксĕмĕр те тав тăватпăр сана. Ывăлу хăвнах хунă. Каласа пачĕç-ха: эсĕ ку таврари чи ăста хирург иккен.

- Тавах, ырă сăмахушăн. Çамрăксене чăрмантарар мар пулĕ. Манăн кабинетра калаçса ларма хирĕç мар-и эсĕ?

- Çак шухăша ырлатăп эпĕ, Геннадий Витальевич!

- Питĕ лайăх. Кайрăмăр эппин. Палатăра Любăпа пĕрле выртакан икĕ хĕрарăм ирхи процедурăсем хыççăн урамра, больница таврашĕнче уçăлса çỹренипе, пỹлĕмре хăйсем иккĕн çеç юлнипе усă курса, хăюлăх çитерсе çирĕм саккăрти чăваш каччи вырăс хĕрне чи хаклă сăмахĕсене калама хатĕрленчĕ. Люба, хăйĕн кравачĕ çине ларнă май, халиччен чăтăмсăррăн кĕтнĕ чăн-чăн юрату асамлăхĕн илемлĕ вăхăчĕ çитнине чĕрепе туйса каччă çине ытараймасăр пăхрĕ.

- Люба, питĕ килĕшетĕн эсĕ мана, - тенкеле кравать çумне куçарса хĕр çывăхне ларнă хыççăн хăюсăррăн сăмах пуçарчĕ çар хирургĕ.

- Эпĕ те çав тери килĕштеретĕп сана, Алеша, - терĕ çирĕм виççĕри учительница. - Больницăран тухсан та пирĕн çыхăнусем татăлмасса эпĕ çирĕп ĕненетĕп.

- Çапла пуласса эпĕ те пĕтĕм чунтан шанатăп.

- Питĕ хитре хĕр эсĕ, Люба. Санăн сăну Элина Быстрицкая актрисăнни евĕрлех. Паллах, унăн çамрăк чухнехи сăн-сăпачĕ пирки калатăп-ха эпĕ.

-_ Шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне те, педуниверситетра пĕлỹ пухнă вăхăтра та тăтăшах калатчĕç мана кун пирки. Çак сăн аннепе иксĕмĕр çине кукамайран, Ульяновскри вырăс хĕрарăмĕнчен, куçнă. Пĕлетĕн-и, пирĕн кукаçи - Самар тăрăхĕнчи чăваш. Вăл - питĕ сăпайлă та ĕçчен çын. Сан пекех - çар офицерĕ. Кукаçи, Сергей Иванович Марков, çар академине пĕтернĕскер, полк командирĕ пулнă. Халĕ - отставкăри полковник. Кукамайпа иккĕшĕ Сочире пурăнаççĕ. Атте вилнĕ хыççăн анне вĕсен виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерне пурăнма куçрĕ. Эпĕ вара Самарта, аттепе аннен икĕ пỹлĕмлĕ хваттерĕнче пурăнатăп.

- Люба, санра та чăваш юнĕ пур эппин...

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4