Шурă халатпа, ырă канашпа

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020, 11:50 Просмотров: 938

Фельдшерпа акушер пунктне ĕçе çитнĕ çитменех пỹлĕмре телефон янăраса кайрĕ. Пĕр кинемей хăйне япăх туять-мĕн. Шурă халачĕпе васкавлă пулăшу аптечкине илчĕ те Алманчăри А. Карсакова фельдшерица чĕнекен патне васкарĕ. Пăшăрханма кирлех мар. Юн пусăмĕ виçеллĕ шайра. Шăрăх кунсенче апат анманран кăштах вăйсăрланнă. Çавна май ирпе вăраннă чухне пуçĕ çаврăнма пăхнă. Альбина Вениаминовна кирлĕ сĕнỹсем пачĕ. Сиплĕ курăксемпе чей вĕретсе ĕçме сĕнчĕ. Кăмăла каякан апат çиме хушрĕ. Ялта юр-вар çук мар. Пахчара тĕрлĕ çырла çитĕнет. Хăяр-помидорĕ те ĕлкĕрчĕ.

 Тепĕр чухне çакнашкал шăнкăрав пĕрре çеç те пулмасть. Çĕр варринче пулăшу ыйтакан патне тухса утни те сахал мар. Ахальтен мар «ял тухтăрĕ» теççĕ ун пирки.

 Сывлăх сыхлавĕнче 37 çул тăрăшать А. Карсакова. Ĕçе Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн килнĕ. Çие шурă халат тăхăннаранпа çуралнисем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Хăшĕн пурнăç условийĕ мĕнлереххине пĕлет. Алла пуçласа ача илекенсене консультаци сахал мар парать. Сăмах май çакна та палăртмалла: Альбина Вениаминовна илнĕ сертификат çакна тивĕçтерет те. Кỹршĕллĕ Кзыл Чишмара, Красномайскинче çуралакан ачасене малтанласа пăхса тăрассине те ун çинех хунă.

 Паянхи кун Алманчăра çулталăка çитмен икĕ ача ỹсет. 17 çул тултаричченхисем - 88. Кашнийĕн сывлăхĕ патне тимлĕх уйăрма тăрăшать фельдшерица. Коронавирусран асăрханма сĕнет. Халиччен ỹпке шыççипе виççĕн сипленнĕ. Пĕри район центрĕнчи инфекци уйрăмĕнчех выртнă-мĕн.

 Ялта тăлăха юлнă 2 салтак арăмĕ тата 50 ĕç ветеранĕ пурăнать. Вĕсем патне те тимлĕх кирлех. Фельдшерпа акушер пунктне район больницинчен врачсем килнĕ чухне ватăсене вĕсемпе курнăçтарма тăрăшать сывлăх сыхлавçи.

Чирсене пуçламăшĕнче тупса палăртни кун-çула тăсма май панине ăнлантарать А. Карсакова. Ытларах пурăнас тесен эрех-сăрана сивлеме сĕнет. Пирус туртни те ĕмĕре кĕскетет. Çамрăксене наркотик, кальян серепине çакланмалла маррине витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать.

Аслăрах çулхисене ытларах уçă сывлăшра пулма сĕнет фельдшерица. Кỹршĕсемпе хутшăнса калаçма хушать. Пĕчченлĕхрисем шухăш авăрĕнчен тухаймаççĕ. Çын хушшинче хуйхă-суйхă манăçать, савăнăç та икке пайланать.

Хĕллехи вăхăтра каçсерен уçăлмалла утма тухакансемпе хăй те пĕрле тăрать. Май пур таран вăрмана çитме сĕнет. Сывлăшĕ мĕне тăрать унта.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче иккĕн ĕçлеççĕ. А. Краснова пỹлĕмсене тирпейлет. Вăхăтран-вăхăта сиплев илме кирлисене асăрхаттарса тăма пулăшать.

Алманчă хĕрех Альбина Вениаминовна. Кунта качча тухса çемье çавăрнă. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вырăнлă ĕçсенче вăй хураççĕ.

Ĕçлĕ практики çителĕклех фельдшерицăн. Ахальтен мар унран тин ĕçлеме пикеннисем канаш ыйтаççĕ. Ял çинче сумĕ те пур унăн. Ĕçне вара Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе хакланă. Тивĕçлĕ канура пулин те куллен юратнă ĕçне утать.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика