Çак уйăхри ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020 11:52 Просмотров: 726

Август уйăхĕ – пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарса кĕртмелли, варени-компот, хăяр-помидор хатĕрлемелли тапхăр. Кĕркуннехи вĕт çарăк, ешĕл çимĕç акмалла. Çанталăк сивĕтиччен вĕсем пулса çитеççĕ.

Август уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çуркунне акма-лартма çĕр хатĕрлемелле: тăпрана муклашкапах çавăрса хумалла. Хĕлле лайăх шăннипе çум курăкран тасалать, тăпра тытăмĕ лайăхланать. Калча валли тăпра хатĕрлемелле. Çакна август уйăхĕн юлашки кунĕсенче тумалла. Гладиолус суханне кăлармалла, хăйăр тултарнă савăта чиксе сулхăн вырăна упрама хумалла.

Август уйăхĕнчех çĕр çырли лартмалла. Çанталăк сивĕтиччен вăл тымар ярать, çирĕпленет. «Ама» хунав лартмалла. Унăн 5-6 çулçă, тĕп папки çаврака, лапчăкрах, сарлакăшĕ 1 см. Лартас умĕн йăрана 3 кун маларах фитоспорин шĕвекĕпе йĕпетмелле (10 литр шыва 1,5 чей кашăкĕ). Унтан тăпрана кĕл сапса кăпкалатмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4