Инкекрен асăрханма ансатрах

Категория: Публикации Опубликовано: 01.09.2020 10:51 Просмотров: 640

КИРЕК мĕнле инкеке те парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах. Террорла хăрушлăхпа çыхăннă пăтăрмахсенчен те кулленхи пурнăçра питĕ сыхă пулмалла. Уйрăмах массăллă мероприятисенче, çын йышлă çỹрекен вырăнсенче усал шухăшлă преступниксенчен асăрханмалла. Çакнашкал ĕçсемшĕн вырăнсенчи ял тăрăхĕсем, йĕрке хуралçисем чăн малтан яваплă. Акă, сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата районпа ял тăрăхĕсен депутачĕсен суйлавĕ иртмелле. Ăна тивĕçлĕ шайра, пăтăрмахсемсĕр ирттерсе ярасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси чăн малтан вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тивĕçĕ. Паянтан шкулсенче вĕренỹ çулталăкĕ пуçланнă май, вĕрентỹ учрежденийĕсенче те ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке кирлĕ. Çак ыйтусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов террорла хăрушлăха хирĕç кĕрешекен районти комиссинче тепĕр хут çивĕчлетрĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4