Профилактика чирсенчен асăрханма пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 01.09.2020 13:25 Просмотров: 643

Кирек мĕнле чиртен те сывалма мар, асăрханма ансатрах. Вăл шутра çулсеренех çанталăк улшăннă вăхăтра çынсене парăнтарма тăрăшакан грипп тата ОРВИсенчен те. Халĕ тата вĕсен çумне тепĕр амак (çаплах калас килет) - коронавирус - хутшăнчĕ. Çавăнпа та çак кунсенче районти санитарипе эпидемиологи ыйтăвĕпе çыхăннă канашлура 2020-2021 çулсенчи эпидсезонта грипп тата ОРВИ чирĕсемпе пĕрлех коронавирусран асăрханмалли пирки те ыйтăва çивĕчлетрĕç. Канашлăва районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С. Чернова ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Патăрьелĕнчи больницăри тĕп тухтăрăн çумĕ Е. Маурина сывлăшпа пĕр-пĕрне ерекен чирсенчен чăн малтанах сыхланасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Ку тĕлĕшпе чи пĕлтерĕшли - грипран прививка тăвасси. Сăмах май каласан, иртнĕ эпидсезонта районта пурăнакансен 45 проценчĕ çеç прививка тунă. Уйрăмах 60 çултан аслăраххисем, ятарлă чирпе шутра тăракансем хăйсене асăннă чирсенчен асăрханманни уйрăмах пăшăрхантарать. Акă, 2020 çулхи çичĕ уйăхра ОРВИпе чирленĕ 1251 тĕслĕх пулнă. Çакă маларахри çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20,5 процент пысăкрах. Кăçалхи çичĕ уйăхрах 360 çын пневмони чирĕпе сипленнĕ. Ку кăтарту вара пĕлтĕрхинчен 2,6 хут пысăкрах.

 Районти сывлăх хуралĕн представителĕ канашлура паян пурне те пăшăрхантаракан коронавирус чирĕнчен асăрханма пăрахмалла маррине те çивĕчлетрĕ. Сăмах май каласан, Чăваш Ен августăн 28- мĕшĕнче коронавируса пула йышăннă чарусене пăрахăçламалли виççĕмĕш тапхăра куçрĕ.

Канашлурах районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ, Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕн районти специалисчĕсем коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче мĕнле ĕçлени пирки начальникăн çумĕ С. Петрянкина паллаштарчĕ, ĕç коллективĕсенче, суту-илỹ магазинĕсенче, çынсем йышлă çỹрекен вырăнсенче маска тăхăнассине, дистанцие тата гигиена йĕркисене пăхăнмаллине хăйĕн сăмахĕнче тепĕр хут çивĕчлетрĕ.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4