Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2020 09:19 Просмотров: 696

Сентябрĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Японие капитуляцилени çинчен çырнă акт çине Совет Союзĕн, СШАн, Китайăн, Великобританин, Францин тата ытти союзлă патшалăхсен представителĕсем алă пуснă. Çак кун историе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ ятпа кĕрсе юлнă.

Сентябрĕн 8-мĕшĕ. Çак кун 1812 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕсем Бородино сали çывăхĕнче французсен çарĕсемпе пынă юнлă çапăçăва тỹссе ирттернĕ, ун хыççăн тăшмана малалла аркатнă.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Федор Ушаков ертсе пынипе вырăс эскадри Тендр сăмсахĕ çывăхĕнче турккăсен эскадрине çапса аркатнă. Сентябрĕн 21-мĕшĕ. Çак кун 1380 çулта Дмитрий Донской князь ертсе пынă вырăс полкĕсем Куликов уйĕнче Ылтăн орда çарĕсене çапса аркатнă.

Сентябрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта вырăс çарĕсем Александр Суворов ертсе пынипе паттăрлăх кăтартнă, Швейцаринчи Сен-Готард ту урлă каçнă.

Сентябрĕн 26-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта Николай Иванов генерал ертсе пынипе вырăс çарĕсем Галици çапăçăвĕнче Австрипе Венгри çарĕсене çапса аркатнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4