Волейбол турнирĕ иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2020 09:27 Просмотров: 693

Кĕçĕн Арапуçĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ, Афган вăрçинче пуçнă хунă Г. Козлов ячĕпе хисепленекен паркра сарăмсăр вилнĕ А. Макеев ячĕпе волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăна Алексейăн ашшĕпе Николай тетĕшĕ йĕркелерĕç.

 Саккăрмĕш хут иртекен турнирта малтанхи виçĕ çулта Пушкин урамĕн команди, çĕнтернĕ. Сăмах май Алексей шăпах çак касра пурăннă. Кайран Совет урамĕн спортсменĕсем куçса çỹрекен кубока пĕрре мар тивĕçрĕç. Кăçал та вĕсемех çĕнтерчĕç. Призлă вырăнсене Октябрь, Пушкин урамĕсен ушкăнĕсем те тухрĕç.

 Совет урамĕшĕн кăçал А. Сорокинăн Максимпа Николай ывăлĕсем, В. Казначеев, В. Кольцов тата Е. Чернов вылярĕç. Иртнĕ çул хĕрсем те команда тăратнăччĕ. Шел пулин те, кăçал пулмарĕ.

Волейбола юратакансем çитес çул Хирти Пикшик ял тăрăхĕ йĕркелекен ял уявне те пĕрлештернĕ команда тăратма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4