Урока чĕнсе янăрарĕ йĕс шăнкăрав

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2020 10:06 Просмотров: 879

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районта 4165 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен 422-шĕ шкул алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕчĕ. Вĕренекенсене тивĕçлĕ те тарăн пĕлỹ парас тесе 427 учитель тăрăшать.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнине систерсе йĕс шăнкăрав янăрарĕ. Савăнăçлă линейкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, район прокурорĕ Н. Осипов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ М. Яковлев, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Владимиров хутшăнчĕç. Кашнийĕ уявпа саламланă май лайăх паллăсем илме, коронавирус пандемийĕпе çыхăннă хăрушсăрлăх мелĕсене пăхăнма каларĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх пĕлỹ çуртĕнчи аслă класра вĕренекенсем пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансене ăнăçу сунчĕç. Кĕçĕннисем те парăмра юлмарĕç, лайăх вĕренме, учительсене итлеме, хисеплеме сăмах пачĕç. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă май кашни шкултах класс сехечĕсем иртрĕç. Вĕрентекенсем çитĕнекен ăрупа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине шута илсе паттăрлăх темине хускатрĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4