Районта - сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2020 10:11 Просмотров: 580

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулчĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче коронавирус пандемийĕн тапхăрĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе санитари йĕркисене пăхăннипе - шкула кĕрессине, тăхтавсене мĕнле йĕркеленипе, апатланупа - кăсăкланчĕç. Вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем - Наталия Андреевапа Людмила Лялина - коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнипе паллаштарчĕç.

"Пирĕн тĕп тĕллев- ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Чирлĕ вĕренекенсене тỹрех изоляцилемелле, пĕр класс тепринпе тăхтав, апатлану вăхăтĕнче те пĕр-пĕринпе хутшăнмалла мар. Çавăнпа та шкулсенче ятарлă расписани тумалла. Унсăр пуçне столовăйсенче те йĕркене çирĕп пăхăнмалла, апатлану расписанийĕ, ачасен вырнаçса лармалли схема, ятарлă меню кирлĕ. Вĕсене çирĕп пăхăнмалла". Шăпах çак ыйтусене тĕл пулура çивĕчлетрĕç.

Сăмах май каласан, 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи шкулсенче 1- 4 классенче вĕренекен ачасене пĕр хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех ведомство министрĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ педагогика коллективĕсемпе тĕл пулса республикăна, çавăн пекех Патăрьел районне 2020 - 2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программăсене те сỹтсе яврĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4