Олег Николаев Чăваш Енри лару-тăрупа паллаштарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.09.2020 10:44 Просмотров: 672

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Президентне Владимир Путина республикăри лару-тăрупа паллаштарнă. Çĕршыв Ертỹçипе Олег Алексеевич видеоконференци мелĕпе калаçнă.

Калаçу пуçламăшĕнче Чăваш Енре коронавирус чирĕпе мĕнле кĕрешнине, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе мĕнле тивĕçтернине сỹтсе явнă.

Çавăн пекех Олег Николаев рес публикăн кăнтăр районĕсене таса шывпа тивĕçтерес, Шупашкарти виççĕмĕш транспорт çаврăмне тă- вас ĕçре пулăшу ыйтнă. Çак ĕçсене çывăх çулсенче туса ирттерсен питĕ аван пулмаллине палăртнă.

Унсăр пуçне республикăри сывлăх сыхлавĕнче те йывăрлăхсем пурри пирки пĕлтернĕ Олег Николаев. Чăваш Енре çĕнĕ инфекци центрĕ кирлĕ тата республикăн клиника больницине тĕпрен юсама та вăхăт çитнĕ. Çак ыйтусемпе те ăнлану тата пулăшу ыйтнă Олег Николаев.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4