Айтăр-ха пĕрле пулар!

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2020 10:19 Просмотров: 553
    Чăваш Республикин 2020 - 2025 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программи çинче яваплисем алă пуснисен чернилĕ те типме ĕлкĕреймерĕ, ăна пурнăçа кĕртессипе вара калăпăшлă ĕçсем тỹрех пуçланчĕç те ĕнтĕ. Çитменнине программăн хăш-пĕр положенийĕсене пурнăçа кĕртесси вĕсен проектне сỹтсе явнă чухнех пулса пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Олег Николаева çирĕплетнĕ хыççăн республикăра политикăри тăнăçлăх çине лайăх енчен витĕм кỹрекен питĕ лайăх лару-тăру пулса тăчĕ: обществăн пур сийĕсене те явăçтарса программăна анлăн сỹтсе явасси те, "Вместе. Пĕрле" проекта пурнăçа кĕртесси те. Пурне те паллă мар пулĕ, малтанах проектăн тĕллевĕ пандеми вăхăтĕнче йывăрлăха лекнĕ пиншер çынна пулăшма çĕршер волонтерпа ырă ĕç тăвакана пĕрлештересси пулнă. Анчах та проекта пурнăçа кĕртсе пынă май, унăн чиккисем те анлăланса пычĕç, тĕрĕссипе вăл Чăваш Ен малашлăхĕ пирки шухăшлакансене пĕрлештерекен пĕтĕм наци бренчĕ пулса тăчĕ. Апла пулсан пандемие пĕтерсен те "Вместе. Пĕрле" проект пурăнĕ. Чăваш Ен çыннисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче "Сăр çывăхĕнчи хỹтĕлев çирĕплетĕвĕ" тата Хусан хỹтĕлев линине тунă çĕрти ĕç паттарлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăвармалла тăвассипе пурнăçа кĕрекен проект та питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаевăн указĕпе 2021 çула Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Мĕншĕн тесен шăпах 80 çул каялла, октябрь вĕçĕнче, асăннă хỹтĕленỹ линийĕсене тума тытăннă. Олег Николаевăн пуçарăвĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек йышăну туни вăл хĕллехи йывăр условисенче правительство заданине рекордла кĕске тапхăрта пурнăçлама пултарнă тыл ĕçченĕсене сума суни пулса тăрать. Ку анчах та мар. Çак проектăн та, "Вместе. Пĕрле" проектăнни пекех, обществăри сывă мĕн пур вăйсене пĕрлештерме пултаракан питех те пысăк майсем пур. Пандемипе кĕрешесси çĕнĕ ертỹлĕх командишĕн çирĕп тĕрĕслев пулчĕ. Объективлă сăлтавсене пула, ытларах вара ĕç миграцийĕ пысăккипе, Чăваш Ен коронавирус сарăлма пултаракан регионсен шутне лекрĕ. Апла пулсан экономика анса ларать, граждансен пурнăç условийĕсем чакаççĕ. Анчах та, телее, çухатусене самай чакарма май килчĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ паллă - Олег Николаев çине тăнипе республикăн ертсе пыракан 8 промышленность предприятине федерацин система предприятийĕсен шутне кĕртрĕç. Çапла вара вĕсен коронавирус условийĕнче те ĕçлеме май пулчĕ.  Вăрттăнлăх мар, программа пирки малтанах чылайăшĕ асăрханса калаçрĕ, иккĕленекенсем те пулмарĕç мар. Вĕсене те ăнланма пулать. Кун пек амбициллĕ задачăсене республика умне унччен никам та лартман вĕт-ха. Çитменнине пĕлтерĕшли плансен калăпăшĕнче те мар, вĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă вăхăтра. Тĕрĕссипе, каллĕ-маллĕ шухăшлама вăхăт çук. Кашни кун, кашни сехет хаклă... Чи малтанах çакна вара Чăваш Ене Раççейĕн чи ăнăçлă регионĕсенчен пĕри туса хурассипе хатĕрленĕ проект пуçаруçи Олег Николаев хăй лайăх ăнланать. Программăра палăртнă тĕллевсене май пур таран хăвăртрах çитес тесе хăйĕн пур майĕсемпе те анлăн усă курать. Август - сентябрь уйăхĕсенче Чăваш Ене федераци министрĕсем килсе кайни те çавна лайăх çирĕплетет. Вĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркеленĕ май, программăра палăртнă чылай задачăна татса пама май килнĕ. Сăмах чи малтанах инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырать. Ăна аталантармасăр экономика та аталанаймасть. Калăпăр, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствипе 50 млрд тенкĕлĕх 90 ытла инвестици проектне пулăшассипе ыйтăва татса пама май килнĕ. Чăваш индустрийĕн флагманĕ "Промтрактор" та çĕнĕ аталану çулĕ çине тухать. Кунта инвестицисем 10 млрд тенкĕне яхăн пулма пултараççĕ. Пысăк ĕç укçиллĕ 500-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - туса кăларакан продукци тĕсĕсем нумайланĕç. Халĕ туса кăлараканнисемсĕр пуçне Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те ытларах ыйтакан çĕнĕ модельсем тухма тытăнĕç. Владимир Путин сентябрĕн 3-мĕшĕнче видеоконференци мелĕпе Олег Николаевпа калаçни халăхра пысăк интерес çуратрĕ. Раççей Президенчĕ Чăваш Енре пулса иртекен событисене ытларах пĕлсе тăрать иккен. Вăл республика правительстви тăрăшнине пысăк хак пачĕ, наци проекчĕсемпе программисене пурнăçа кĕртессипе плансемпе задачăсене пурнăçлама пулăшма шантарчĕ.  Инвестици проекчĕсене сỹтсе явнин шайĕнче экономикăпа социаллă пурнăçăн малашлăхлă аталанăвĕн территорийĕсем пирки нумай калаçнă. Анчах та унчченхи пек ĕçе сỹтсе явнипе кăна чарăнса ларман. Сăмахран, малашлăх аталанăвĕн "Канаш" территорийĕнче кăçал çуллах вырăнти элеватора реконструкци тăвассипе малтанхи ĕçсем тытăннă. Кунта çитес 5 - 7 çулта кун пек территорисен хисепне 17-не çитерме палăртаççĕ. Вĕсем валли инфратытăм та лайăхланать: çак кунсенче кăна çĕнĕ газ пăрăхĕсене хута янă, газ промышленность площадкисене те пыма тытăнать.  Экономикăпа социаллă пурнăçăн малашлăхлă аталанăвĕн территорине тăвассине Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕрен йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтрах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Çĕрпỹ районĕнче технопарксем, Патăрьел районĕнче агропромпарк тата ытти объектсем тума тытăнмалла. АПК аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйă- раççĕ. Вăл чăннипех экономика ỹсĕмĕн драйверĕ пулса тăчĕ, çитменнине пандемие пула та ун пекех шар курмарĕ. Республика агропромышленность комплексне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин шайне ỹс- терни Чăваш Ен аграрийĕсемшĕн пысăк тĕрев пулчĕ. 2020 çулта вĕсем 2 млрд та 600 млн тенкĕ илеççĕ. Ку вăл унчченхи çулхинчен 14 процент нумайрах. Республикăра туса хатĕрленĕ тата активлă усă куракан çăмăллăхсемпе субсидисен системи çĕнĕ ял хуçалăх техники туянассине 50 процент таран ỹстерме май пачĕ. Мĕншĕн тесен республика уйăракан субсидисем техника туянма кайнă расхутсене 40 процент таран саплаштарма май параççĕ. Кунсăр пуçне "Росагролизинг" акционер обществипе тунă килĕшỹпе Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем валли çăмăллатнă лизинг пăхса хунă. Килĕшĕве пула çĕнĕ техника туянма тăратнă заявкăсен калăпăшĕ 588 млн тенкĕрен те иртнĕ.  Паян Чăваш Енре ял çыннисем çапла калаççĕ: "Республика правительстви тинех пирĕн пирки аса илчĕ! Халĕ пирĕн шанăç çуралчĕ, апла пулсан Чăваш Енре ял вилмест-ха". Оптимист пулма вĕсен сăлтавĕ те çук мар. Килти хуçалăхра сăвакан ĕнесемшĕн правительство укçа уйăрса пама йышăннишĕн савăнăçа ăша хывса çитерейменччĕ, черетлĕ савăнăç: Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă ятпа тирпей-илем кĕртме тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене татса пама кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Хула çыннисен те савăнма сăлтав çук мар, мĕншĕн тесен хуласемпе район центрĕсем çын мĕн чухлĕ пурăннине кура татах пысăкрах суммăсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш ял ипотекин" хăйне евĕр проекчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Граждансен чылай категорийĕсене вăл ялта çурт-йĕр тума кредит 0,1 - 2 процентпа илме май парать. Ку майпа граждансем хастар усă кураççĕ те ĕнтĕ. Паллах, плансем епле пысăк калăпăшлă пулсан та, çын пирки те манмалла мар. Мĕншĕн тесен пурнăçа кĕртекен программăсемпе проектсем, тĕрĕссипе, ăна валли пурăнма хăтлăрах условисем туса парссипе çыхăннă вĕт-ха. Чăваш Енре пурăнакан кашни çын патшалăх пулăшăвне хăйĕн çинче туйма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку пулăшу пур ĕнтĕ. Акă, социаллă контракт тăвасси анлă сарăчĕ. Çапла майпа патшалăх йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнисене укçа-тенкĕ тĕлĕшпе тỹрремĕн те, çавăн пекех ĕçе вырнаçма е харпăр хăйĕн пĕчĕк бизнесне йĕркелеме те пулăшать. Ача амăшĕн регион капиталĕн суммине 1,5 хут ỹстернĕ - 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕне çитернĕ. Çитменнине ку суммăран 20 пин тенкине тỹрех кулленхи ыйтусене татса пама май пур. 3 çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасене уйăхсеренхи тỹлевпе тивĕçтерни те çемье бюджечĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенкĕ хушма тỹлев уйăрса пани пирки те манар маар . Чăннипех те нумай тунă. Асăрханарах савăнма та сăлтав пур. Мĕншĕн асăрханарах-ха? Мĕншĕн тесен, енчен те эпир пурте пĕрлешместпĕр, "Пĕрле" пулмастпăр пулсан, малашлăх калчи шанма та пултарать. Паян пирĕн малашлăх - хамăр алăра. Алексей КРЯЖИНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4