Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2020 09:24 Просмотров: 464

 Экономист, экономика наукисен докторĕ, Чăваш АССРĕн наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Гурий Николаевич Ахмеев (17.09.1930 - 03.04.1984) профессор 90 çул каялла Еншикре çуралнă.

Г. Ахмеев - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. 1961 çултанпа çак вĕрентỹ заведенийĕнчех ĕçленĕ: аслă преподаватель, доцент, кафедра заведующийĕ. 1967 çултанпа - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче: доцент, кафедра заведующийĕ, экономика факультечĕн деканĕ. 1983-1984 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ пулнă. Ăслăлăх ĕçĕсене вăл промышленность производствинчи тухăçлăха ỹстерес ыйтусене халалланă. Пурĕ 100 наука ĕçĕ пичетленĕ. Вăл шутра: "Эффективность промышленного производства и экономические методы ее анализа", "Интенсификация промышленного производства и рост ее эффективности", "Теория и практика эффективности промышленного производства", "Хозяйственная реформа и производительность труда в промышленности" тата ыттисем те.

Ентешĕмĕре наукăри тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.

 ("Çулталăк кĕнекинчен").

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета