Хăвăрăн шанăçа ан çухатăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2020 10:31 Просмотров: 389

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 11 сехетре Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн strana 2020 сайтĕнче "Раççей: çынсем, цифрăсем, фактсем" викторинăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Ăна, паллах, 2021 çулта иртекен халăх çыравне халалланă. Хăвăрт та тĕрĕс хурав паракан виçĕ çĕнтерỹçĕне каллех укçан парне кĕтет.

Викторинăна пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Сайтра регистрациленмелле те ятарлă анкетăна тултармалла, электронлă почтăн адресне кăтартмалла. Ку тапхăрта пилĕк эксперт ĕçлет. Вĕсенчен кашниех викторинăна хутшăнакана статистикăпа тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă пилĕкшер ыйту парать.

Хуравсене викторина пуçланнăранпа пилĕк кун йышăнаççĕ, унтан тĕрĕс хуравсене пичетлеççĕ. Чи малтан ытларах ыйтăва тĕрĕс хуравлакансем çĕнтерỹçĕ пулса тăраççĕ.

 Хăвăрăн шанăçа ан çухатăр!

Газета

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости