Юманшăн сасăлар

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2020, 10:24 Просмотров: 235

"2020 çулхи Раççейри йывăç" конкурса чăваш юманĕ хутшăнни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Муркаш районĕнчи Ильинкăра ỹсекен 369 çулхи мăнаçлă йывăçшăн rosdrevo сайтра сасăлама пулать. Чăваш юманĕн конкурсри номерĕ - тăваттă. Палăртма кăмăллă, конкурса хутшăнакан 12 йывăç хушшинче чăваш юманĕ хальлĕхе иккĕмĕш вырăнта. Сайтри сасăлав октябрĕн 1 -мĕшĕччен пырать. Çавăн пекех хаçат вулаканĕсем QR-кодпа та сасăлама пултарĕç.

А. ИВАНОВ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика