Ỹнер ăсти

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2020, 11:14 Просмотров: 306

Патăрьел районĕнче ăсчахсем, юрăçсем, халăх ăсталăхĕн маçтăрĕсем, поэтсем тата ĕç паттăрĕсем сахал мар çуралса ỹснĕ. Кашни çыншăн тăван кĕтес çывăх. Ырă аса илỹсем те унпах çыхăннă. Н. Лукиянов ỹнерçĕ вара Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче кун çути курнă. Пурăнма Юхма Ене килсе тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне Тăван çĕршыва, çут çанталăка юратма вĕрентсе ỹс- тернĕ. 1965 çулта Коля пуçламăш класа кайнă. Ỹкерес ăсталăхĕ унăн ачаллах çуралнă. Пĕрремĕш ĕçĕсене килте пỹрт стени çине çакнă.

Шкул хыççăн каччă Мари Элти ỹнер училищине çул тытнă. Специалист дипломне илнĕскер çар ретне тăнă. Икĕ çул салтак пăттине çинĕ çамрăк Патăрьелне килсе ĕçе вырнаçнă.

 Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Николай Михайлович çуртăн ăш-чикĕпе тул енĕсене, урамсене илемлĕ сăн кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çавна май искусствăн ытти енĕсене те алла илме тỹр килнĕ. Гипспа ĕçлеме, йывăçран касса кăларма, эреш çапма хăнăхнă. Хăшĕнпе ача чухнех аппаланнă.

Çавах ỹнер ăсталăхĕ малта тăнă. 1991 çултанпа вара пуçĕпех çак ĕçе кỹлĕннĕ. Тăван ене сăнарлакан ỹкерчĕксем тунă. Вĕсене çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕпе те çыхăнтарнă. Ял сăнне куç умне кăларнă. Пейзажсем чĕррĕн тухнă. Шкула утнă сукмаксене ỹкернĕ. Хĕллехи вăрманпа кĕрхи тавралăх та ытармалла мар сăрланнă. Этем çут çанталăкпа çывăх пулнине кăтартнă.

 Натюрморт та паллă вырăнта тăрать ỹнерçĕн. Çеçке çурнă сирень, уйри чечексем, çупкамлă пилеш кама илĕртмĕ!

 Портретсене те ăста кăларать ỹнерçĕ. Тăван ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Т. Табаковăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне унăн сăнарне капăпларĕ. Иккĕмĕш ĕçĕнче ăна ывăлĕпе тата мăнукĕпе пĕрле ỹкерчĕ.

Н. Лукиянов ăсталăхĕ Мускаври Швеци тата Япони посольствисен залĕнче те курăнать. Домодедово аэропорт интерьерĕнче те палăрать. Иконсене те ỹкерме пултарнă.

1985 çултанпа ỹнерçĕ выставкăсене хутшăнать. Унăн ĕçĕсем патшалăх музейĕн коллекцийĕнче те пур. Мари Эл республикин музейĕнче те упранаççĕ. Македони, Турци, США, Европа çĕршывĕсене те çитнĕ.

Николай Михайлович - Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономийĕн тата мăсăльман тĕн управленийĕн Фетхи Бурнаш "Çулталăк художникĕ" номинацийĕн преми лауреачĕ. 2000 çултанпа республикăри кашни выставкăнах хутшăнать. 2007 çулта Турцинче ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ. Бозджаада хулинче вĕсен ỹнерçисемпе пĕрле выставкăна хутшăнчĕ. Республикăри художниксен союзĕн членĕ. 2008 çулта Самарăра "Анлă Атăл" выставкăна ĕçĕсене тăратрĕ.

 Юхма Ен ỹнерçине 2016 çулта Раççей художникĕсен союзĕн членне илнĕ. Çав çулах Николай Михайлович "Аслă ăрурисен çĕрĕ, йăли-йĕрки, ку чухнехи пурнăç" Пĕтĕм Раççейри пленэра хутшăнчĕ.

2017 çулта Чăваш Республикинчи Наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче Николай Лукияновăн творчество ĕçĕ-хĕлĕнчи 40 çулне халалласа "Кун-çул страницисем" выставки уçăлчĕ.

Пирĕнпе юнашар çакнашкал ăста çын пурăннишĕн хĕпĕртемелĕх пур. Ырă йĕр хăварать вăл хăй хыççăн çĕр çине. Ỹнерçе Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе сахал мар чысланă.

 Виçĕ хĕр çитĕнтернĕ мăшăрĕпе Лукияновсем. Пурне те аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Т. МИХЕЕВА, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн преподавателĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика