Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:11 Просмотров: 758

Конференци иртнĕ

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче ЧР патшалăх истори архивĕ хăнасене — ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене, тавра пĕлÿçĕсене, архивистсене, культура учрежденийĕн ĕçченĕсене — йышăннă. Кунта Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă конференци иртнĕ. Ун умĕн унта хутшăнакансем тата хăнасем «Чăваш автономийĕ 100 çулта: Раççей йышĕнче, çĕршывпа пĕрле» куравпа паллашнă. Мероприятие ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова уçнă. Конференцие хутшăнакансене ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова саламланă. Сăмах илекенсем татах пулнă: Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕн директорĕ Владимир Аракчеев, федерацин Атăлçи округĕнчи архив учрежденийĕсен канашĕн председателĕ, Чулхула облаçĕнчи архив ĕçĕсемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Борис Пудалов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа нацисен ыйтăвĕсен енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов тата ыттисем.

Чиртен асăрханса

Коронавирус чирĕнчен асăрханса 65 çултан аслăрах ĕçлекен çынсене хальлĕхе ĕçе тухма ирĕк паман. Ҫапла вара октябрьте ку тапхăра вĕсене валли икĕ эрнелĕх тăсаççĕ (октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен).

Хĕрарăм пурнăçне çăлса хăварнă

Нумаях пулмасть республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнчен 66 çулти хĕрарăм сывалса тухнă. Республикăн аякри районĕсенчен пĕринче пурăнакан хĕрарăм кăшăлвируспа чирленĕ. Унран та ытларах — сахăр диабечĕ те пулнă унăн, мăнтăр пирки те нушаланнă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем асаплантарнă. Хĕрарăмăн пневмоние пула ÿпки 100 проценчĕпе шыçнă. Йывăр чирлĕскере анестезиологипе реанимаци уйрăмне вырттарнă. Унта уйăх ытла сипленнĕ. Хĕрарăм пурнăçне çăлса хăварнă-хăварнах шур халатлисем. Тухтăрсем вируспа инфекци чирĕсенчен асăрханма чĕнсе калаççĕ.

Кĕркуннехи призыв пуçланнă

Раççейре ĕнер çара каймалли кĕркуннехи тапхăр пуçланнă. Чăваш Республикин çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх салтака каяссинчен тарса çӳрекенсем сахаллансах пыраççĕ. Ку спортпа туслă çынсен шучĕ ӳснипе те, çамрăксене çарпа патриотизм енĕпе хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнипе те çыхăннă.

Кантăр ÿстернĕ арçынна  тытса чарнă

Çĕмĕрлере пурăнакан арçын лавкка хыçĕнчи пахчара кантăр ÿстернĕ. Наркотик хутăшĕллĕ ÿсен-тăран çитĕнтернĕрен ун тĕлĕшпе ĕç пуçарнă. Пахчара 45 тĕм кантăр пулнă. Палăртмалла: 34 çулти арçын лаптăка тара илнĕ. Пÿлĕме тата çывăхри территорие тĕрĕсленӗ хыççăн типĕтнĕ кантăр та тупнă, ăна та туртса илнĕ. Ӳсен-тăрана тата туртмалли ятарлă хатĕре экспертизăна янă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика