Раççей радиовне Патăрьелсем те итлееççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:33 Просмотров: 771

РАÇÇЕЙĔН теле- тата радиовещани сечĕн Чăваш Енри филиалĕнче пирĕн районта радио калаçма пуçланине хыпарланă. Кунта сăмах "Радио России" радиостанци пирки пырать. Асăннă радион программисене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем çеç мар, Шăмăршăсемпе Елчĕксем те итлеме пултараççĕ. Эфира регионти кăларăмсене те кĕртеççĕ.

Радио тата телекурав станцийĕ Çĕнĕ Чĕпкасра вырнаçнă. Раççей радиовне итлес тесен FM диапозон çинчи 105,2 МГц хума кĕмелле. Вăл ирхи 5 сехетрен пуçласа çур çĕр иртни пĕрреччен ĕçлет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика