Чиртен вăйлăрах пулмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:53 Просмотров: 782

 Сивĕ те нỹрĕ çанталăкра вирус чирĕсем хăвăрт сарăлаççĕ. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕп специалистсемпе пĕрле сывлăха упрас тĕлĕшпе сĕнỹсем хатĕрленĕ. Вĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ОРВИ сезонĕ çитиччен чи пĕлтерĕшли - грипран профилактика туни. Чи малтан, паллах, прививка тутармалла, мĕншĕн тесен вакцина чир ересрен е грипп вăйлă аталанасран хăтарать. Кăçалхи уйрăмлăхсене те шута илмелле: Раççейре чылай вăхăт пулман грипп вирусĕсем сарăлаççĕ. Халăхăн вĕсем патне иммунитет çук. Кунсăр пуçне çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ алхасать, çавăнпа кăçалхи сезонра иммунитета грипран хỹтĕлени питĕ кирлĕ.

Вакцинăпа çыхăнман профилактика пирки те манмалла мар. Тĕрĕс апатланмалла, витаминсемпе, организма кирлĕ ытти микроэлементпа пуян çимĕç рационра çителĕклĕ пулмалла. Спортпа туслашни, урамра уçăлса çỹрени, пỹлĕме час-часах уçăлтарни те сывлăхшăн усăллă. Хỹтĕленмелли хатĕрсемпе те усă курмалла. Обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла. Пандеми вăхăтĕнче пурнăçланă ытти йăлана та пăрахăçламалла мар. Маска чирлесрен, ыттисене инфекци ертесрен сыхлать. Пỹлĕмри сывлăш температури 20-22 градус пулмалла. Ытлашши ăшă та пăчă пỹлĕмре сывлама йывăр, капла респираторлă вируссем хăвăртрах ереççĕ. Урама тухнă чухне ăшă çи-пуç тăхăнмалла. Вăл тарлаттарсан иммунитета япăх витĕм кỹрет.

А. АЛЕКСАНДРОВА, врач амбулаторийĕн терапевчĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика