Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:55 Просмотров: 817

 Октябрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1609 çулта Смоленск хулине Польшăпа Литва çарĕсенчен нумай çула тăсăлнă хỹтĕлев пуçланнă.

Октябрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1760 çулта вырăс çарĕсем 7 çула тăсăлнă вăрçăра пĕрремĕш хут Берлина илнĕ.1813 тата 1945 çулсенче мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăнă пек, Шувалов граф ун чухне çапла каланă: "Берлинран Петербурга тăсăлса çитме çук, Петербургран Берлина вара яланах çитме пулать".

Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1811 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕсем Дунай юхан шывĕ урлă каçса Рущук (халĕ Болгарири Русе хули) патĕнче 20 пинлĕ турккă çарне тĕппипех çапса аркатнă. Вырăссем 9 салтак çеç çухатнă.

Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. 300 ытла çын ирĕке тухнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа халĕ "Собибор" фильм ỹкернĕ.

Октябрĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг патĕнче, "Халăхсен çапăçăвĕнче" Наполеон çарĕсене çĕнтернĕ. Французсен ун чухне 80 пин салтак тата пĕтĕм артиллери пĕтнĕ.

Октябрĕн 20-мĕшĕ. Çак кун 1827 çулта вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсен хĕрринче иртнĕ çапăçура турккăсен флотне çапса аркатнă, вĕсен 60 карапне тĕп тунă. Вырăссен "Азов" ятлă флагманĕ кăна тăшманăн пилĕк карапне путарнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика