Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020 11:56 Просмотров: 647

Журналист, писатель, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ (1983 çул), Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ (2002) Лидия Алексеевна Ковалюк (Антипова) Алманчăра 1945 çулхи октябрĕн тăваттăмĕшĕнче çуралнă.

Л. Ковалюк И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Алманчăри вăтам шкултан ĕç стажне пуçланă. Районти ВЛКСМ райкомĕнче вăй хунă. 1971-1974 çулсенче Шупашкар районĕнчи Апашри тата Кỹкеçри вăтам шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1974-1981 çулсенче общежитинче воспитательница пулнă. 1981-2000 çулсенче РСФСРти кĕнеке юратакансен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне ертсе пынă. 2004 çултанпа Чăваш Енри Писательсен "Хурăнташ" союзĕн председателĕн çумĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухнех Лидия Алексеевна çырма пуçланă. Унăн статйисем районти тухса тăракан "Авангард" хаçатра пичетленнĕ. 1980 çултанпа республикăри хаçат-журналта материалĕсем кун çути курсах тăраççĕ. Ентеш кĕнекисем: "Ырă кун", "Çурхи вăй", "Шурă акăш", "Юрату çăлкуçĕ", "Тавах, ачам" тата ыттисем те. Калавĕсене шкул программине те кĕртнĕ.

Л. Ковалюк Раççей Писателĕсен союзĕн грамотине (2003) тивĕçнĕ. Вăл Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета